Елизавета Батори
Елизавета Батори, — «Гиннес рекорчĕсем» кĕнекипе, чи нумай çынна вĕлернĕскр. 1560 çулхи çурла уйăхĕн 7-мĕшĕнче Венгрири Нурбаторта çуралнă. 1614 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Словакинчи Чахтицере вилнĕ.
Ăна çавăн пекех Чахтице пани ят панă.
Пурнăçĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Елизаветăн ашшĕпе амăшĕ Дьёрдь Батори тата Анна Батори пулнă, вĕсем иккĕшĕ те Батори çемьинчен çуралса ӳснĕ. Ачалăхра Елизавета Эчед керменĕнче çитĕннĕ. 1575 çулта Ференц Надашдяна качча каять. Ференц Надашдя тыткăна лекнĕ турккăсене çын вырăнне те хумасăр питĕ асаплантарнă. Çак ирсĕрлĕхе кура ăна «хура бек» ят панă. Ференц туйра Елизаветăна Чахтице керменне парнелет.
Вĕсем пурĕпе 5 ача çуратна: Анна, Екатерина, Миклош, Урсула тата Павел. 1604 çулта Ференц вилсен Елизавета арсăр тăрса юлать.
Çамрăк хĕрсене хăçан вĕлерме пуçлани паллă мар. Куна 1585-1610 çулсенче шута илеççĕ. Ытларах Елизавета çĕр ĕçтĕшĕсен хĕрĕсене асаплантарса вĕлернĕ. 1610 çулта вăл нумай çынна вĕлернĕ сас-хура император килне çитет, Матфей император Дьёрдю Турзона çак ĕçе тĕпчеме хушать. 1610 çулхи раштавăн 29-мĕшĕнче Турзо хĕç-пăшаллă çынсемпе кермене çитсе Елизавета сăтăрлă ĕç тунине курать. Анчах та ăна тĕрмене лартма май килмен — Елизаветăн çемьи ытла чаплă пулнă.
Елизавета кун кĕнекинче 650 çынна вĕлернĕ пирки хыпар хăварнă.