Контент патне куҫ

Ельцин Борис Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ельцин Борис Николаевич
выр. Борис Николаевич Ельцин
Ӳкерчӗк
Подпись
Гражданлӑх
Принадлежность СССР
Ҫуралнă вăхăт 1931 çулхи нарăс, 1-мĕшĕ(1931-02-01)[1][2][…]
Ҫуралнă вырăн
Вилнĕ вăхăт 2007 çулхи ака, 23-мĕшĕ(2007-04-23)[3][1][…] (76 çул)
Вилнĕ вырăн
Вилӗм тӗсӗ ненасильственная смерть[d]
Вилӗм сӑлтавӗ сердечная недостаточность[d]
Пытарнӑ вырӑн
Ашшӗ Николай Игнатьевич Ельцин[d]
Амӑшӗ Клавдия Васильевна Ельцина[d]
Пиччӗшӗпе шӑллӗсем, аппӑшӗпе йӑмӑкӗсем Михаил Николаевич Ельцин[d]
Мӑшӑрӗ Ельцина Наина Иосифовна
Ачисем Татьяна Юмашева[d] и Елена Борисовна Окулова[d]
Тӑван чӗлхи вырăс чĕлхи
Хайлавсен чӗлхи вырăс чĕлхи
Ӗҫленӗ гражданский инженер, политик, строитель
Вӗренӳ заведенийӗ
Хастар ӗҫленӗ вырӑн Екатеринбург и Мускав
Политика партийӗн пайташӗ
Участвовал в выборах Президентские выборы в России (1996)[d] и Президентские выборы в РСФСР (1991)[d]
Партнёр в спорте или профессии Билл Клинтон
Хутшӑннӑ XXVI съезд КПСС[d], XXVII съезд КПСС[d], XXVIII съезд КПСС[d], Верховный Совет России[d], Конгресс США[d] и XIX конференция КПСС[d]
Воинское или специальное звание Верховный Главнокомандующий Вооружёнными Силами Российской Федерации[d]
Командовал (УСТАРЕЛО) Раççей Федерацийĕн Хĕçпăшаллă вăйĕсем
Ҫапӑҫусем
Пайташӗ Центральный комитет КПСС[d]
Тивӗҫнӗ наградӑсем
Ҫӳллӗшӗ 187 сантиметр
Викиампарти автор калӑпӗ Boris Yeltsin
Логотип Викисклада Медиафайлы на Викиампар

Борис Николаевич Ельцин (1931 çул, нарăсăн 1-мĕшĕ Бутка сали, Талица районĕ, Свердловск облаçĕ2007 ç, ака уйăхĕн 23-мĕшĕ Мускав, РФ) — Раççей политикĕ, Раççей Федерацин пĕрремĕш президенчĕ. 1991-1999 çулсенче Раççей Федерациĕн президенчĕ вырăннĕ йышăннă.

Арăмĕ — Ельцина Наина Иосифовна.

1931 çулхи нарăсăн 1 Свердловск облаçĕн Талица районĕнчи Бутка салинче çуралнă.

1950-1955 çулсенче С.М. Киров ячĕпе хисепленекен Уралти политехника институтĕнче вĕреннĕ. Ăна «çурт-йĕр инженерĕ» квалификаципе вĕренсе пĕтернĕ. 1961 çулта ССКП партине кĕнĕ. 1968 çулта Свердловск обком партин çурт-йĕр тăвас уйрăмне ертсе пыма пуçланă.

1990 çулхи пуш уйăхĕнче РСФСР халăх депутатне суйласа илнĕ. 1990 çулхи çу уйăхĕн 29 РСФСР Аслă канашĕн председательне суйласа илнĕ. 1990 çулхи утă уйăхĕнче ССКП партинчен тухнă.

1991 çулхи çĕртме уйăхĕн 12 РСФСР президентне суйласа илнĕ. 1996 çулхи утă уйăхĕн 3 Раççей Федерациĕн президенчĕ вырăнне иккĕмĕш хут суйласа илнĕ.

1999 çулхи раштавăн 31 президент вырăнне ирĕклĕн пушатнă, президент ĕçне вăхăтлăха Путин Владимир Владимирович ертсе пыма пуçланă.

2007 çулхи ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

«Исповедь на заданную тему»(ĕçлемен каçă) -->

\