Еремеев Владимир Вениаминович

Еремеев Владимир Вениаминович | |
![]() | |
Çуралнă вăхăт | 1963, авăн, 25 |
---|---|
Çуралнă вырăн | СССР Самар облаçĕ, Похвиçнĕ районĕ, Анатьял ялĕ |
Вилнĕ вăхăт | 2018, пуш, 6 |
Вилнĕ вырăн | Хмеймим Сири |
Пăхăнулăх |
![]() ![]() |
Çар ăрачĕ |
![]() ![]() |
Хĕсмет çулĕсем | 1981—2018 |
Хисеп |
![]() генерал-майор |
Чаç | Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ |
Командăланă | 27-мĕш уйрăм гварди мотоперевçĕсен бригади |
Чыславсем тата парнесем |
Влади́мир Вениами́нович Ереме́ев (авăн. 25 1963[1], Куйбышев облаçĕ Похвиçнĕ районĕ Анатьял — пуш, 6 2018, Хмеймим, Сири) — раççей çарпуçĕ, генерал-майор, Раҫҫейӗн Хӳтӗлев министерствинче Тӗрӗслевпе надзор тӗп управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ[2].
Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Унӑн амӑшӗ колхозра ӗҫленӗ, ашшӗ водитель пулнӑ.
1979-мĕш çулта Анатьял шкулĕнче 8 класс пĕтерсен Свердловскри суворов çар училищине вĕренме кĕнĕ. Унтан Челепири танк училищинче вӗреннӗ. Малтан Чехословакире хӗсметре тӑнӑ, кайран — Калининградра. Калининградра Владимир Еремеев полк командирӗ пулнӑ, кайран — Балти флотӗнчи ҫыран хӗрри ҫарӗсен штаб пуҫлӑхӗ [3].
2012-2014-мĕш çулсенче 27-мĕш уйрăм гварди мотоперевçĕсен Хĕрлĕ Ялавлă Севастополь бригадине ертсе пынă. 2016-меш çулта Раççей Федерацин Хĕçпăшалла Вăйĕсен Генераллă штабĕн çар академинчен веренсе тухнă[4].
Вилни[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Владимир Вениаминович Еремеев генерал-майор 2018-мĕш çулхи пушăн 6-мĕшĕнче Сирире командировкăра пулнă вăхăтра Ан-26 самолётăн катастрофинче вилнĕ[5].
Генерал-майора Мускав облаҫӗнчи Мытищи хулинчи Федерацин ҫар мемориалӗн ҫӑвине пытарнӑ.[6]. Унта «Сыны отечества» (чӑв. Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем) юлташлӑхӑн Мускаври организацийӗн пайташӗсем, пурӗ 16 ҫын, хутшӑннӑ.
Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- ^ Екатеринбургское суворовское военное училище Министерства обороны Российской Федерации. Выпускники 1981 года. 5 рота. № 9 в списке.
- ^ Военные, погибшие в авиакатастрофе в Сирии. Что мы о них знаем?
- ^ ВРаҫҫейре: Сирире пуҫ хунӑ чӑваш генерал-майорне юлашки ҫула ӑсатнӑ
- ^ Выпускник Академии Генштаба ВС РФ. Архивленĕ 12 Пуш уйӑхӗн 2018 çулта.
- ^ …список с находившимися на борту разбившегося в Сирии самолета Ан-26 военнослужащими. Среди погибших — генерал-майор Владимир Еремеев. Подлинность списка РБК подтвердили три источника в Минобороны.
- ^ Генерала, погибшего при крушении самолета в Сирии, представили к Ордену Мужества. Комсомольская правда (2018-03-11). Тĕрĕсленĕ 13 Пуш уйӑхӗн 2018.
Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]
- Генерал-майор Владимир Еремеев — биография Архивленĕ 11 Пуш уйӑхӗн 2018 çулта.
- …генерал, который погиб в Сирии…
- Реформа Вооруженных сил РФ начинается с гуманизации: интервью с Владимиром Вениаминовичем Еремеевым, командиром двадцать седьмой отдельной мотострелковой бригады… Архивленĕ 11 Пуш уйӑхӗн 2018 çулта.
- С 27 по 30 сентября делегация морских пехотинцев Балтийского флота (БФ) под руководством начальника штаба береговых войск БФ полковника Владимира Еремеева посетила 1-й амфибийный учебно-мобилизационный полк (аумп) военно-морских сил (ВМС) Швеции (Берга, пригород Стокгольма). Архивленĕ 7 Пуш уйӑхӗн 2018 çулта.
- Чӑваш ялӗнче ҫуралса Сирире вилнӗ офицера чысласшӑн
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Самар облаçĕнче çуралнисем
- Сирире вилнисем
- Хăюлăх орденĕн кавалерĕсем
- «Хĕсметре тӳрĕлле тăнашăн» 3 степеньлĕ медальпе чысланисем
- Страницы с неработающими файловыми ссылками
- Чăвашран тухнă генералсем
- 1963 çулта çуралнисем
- Авăнăн 25-мĕшĕнче çуралнисем
- 2018 çулта вилнисем
- Пушăн 6-мĕшĕнче вилнисем