З

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Зз, — чăваш алфавитĕнчи вунпĕрмĕш саспалли. Унӑн ячĕ — «зă». Кивĕ чӑваш çырулăх палăкĕсенче Зз саспаллине усă курнă. Ăна икĕ уçă сасă хушшинчи янăракан шавлă хупă сасса палăртма çырнă (пурзя «пăрçа», пызык «пысăк», тараза «тараса», вырзарни кон «вырсарни кун»).

Çĕнĕ чăваш çыруллахне 1933 çулта кĕртнĕ. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче кăна çыраççĕ: завод, газ, задача.