Збанацкий Юрий Олиферович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Збанацкий Юрий Олиферович, — украин çыравçи. 1913 çулхи раштавăн 19-мĕшĕнче Чернигово облаçĕн Остёр районĕнчи (халĕ Козелец районĕ) Березки (халĕ Борсуков) ялĕнче çуралнă. 1995 çулта çĕре кĕнĕ.

Тава тивĕçлĕ Чăваш АССР культура ĕçченĕ ятне тивĕçнĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Педагогика техникумне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Нежин педагогика институтне пĕлӳ пухма кĕнĕ. Ăна пĕтернĕ хыççăн шкулта ачасене вĕрентнĕ, вăтам шкул директорĕн вырăнĕнче ĕçленĕ. 1940 çулхи утă уйăхĕнчен пуçласа район хаçачĕн редакторĕ.

Чăваш çыравçисемпе тачă çыхăну тытса тăнă. Вăл тăрăшнипех чăвшсемпе украинсем хушшинче çирĕп литература çыхăнăвĕсем аталаннă.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юрий Збанацкий «Сеспель» (Çеçпĕл) ятлă роман çырнă. Каярах вăл кĕнеке тăрăх «Сеспель» (Çеçпĕл) ятлă кино ӳкернĕ.