Рена́т Исла́мович Ибраги́мов (тут.Ренат Ислам улы Ибраһимов, 20.11.1947, Львов, Украина ССР, СССР çур.) — совет тата раççей эстрада юрăçи (баритон), актёр, композитор, продюсер, кинорежиссёр, Ренат Ибрагимов юррисен театрĕн пултарулăх ертӳçи. РСФСР халăх артисчĕ (1981). Г. Тукай ячĕллĕ Тутар АССР патшалăх премин лауреачĕ (1979)[1].
Пĕрремĕш арăмĕ икĕ хĕре — Надежда тата Вера — çӳратнă.
Иккĕмĕшĕ арăмĕ Султан ывăла, Айя хĕре çуратнă, Мускавра пурăнаççĕ.
2009 çулта юпа уйăхĕнче Р. Ибрагимов виçĕмĕш хутчен авланнă — арăмĕ Светлана Миннеханова[2],виçĕ хĕре — Асылбика (2008), Аиша (2010), Марьям (2017) тата Атилла ывăла (2013) çуратнă.[3] 2017 çулта раштав уйăхĕнче Golden Jazz фестивалĕнче юрăçпа арăмĕ пиллĕкĕмĕш ачана кĕтнине пĕлтернĕ.[4]