Иванов Леонид Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Иванов Леонид Николаевич
Çуралнă вăхăт: 1946 çул, нарăс, 1
Çуралнă вырăн: Кĕлкеш ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР, РСФСР, ССРС
Патшалăх:

Раççей Федерацийĕ

Ăслăх сфери: патофизиологи
Ĕç вырăнĕ: Ульянов ячĕллĕ ЧПУ, медицина факультечĕ
Ăсчах степенĕ: медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ
Альма-матер: Хусанти медицина институчĕ
Чыславсемпе парнесем


РФ аслă шкулĕн тава тивĕслĕ ĕçтешĕ (2007) Чăваш ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1991) Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2016)

Леонид Николаевич Иванов (1.2.1946, Кĕлкеш ялĕ, Вăрмар районĕ, Чăваш АССР çур.) — тухтăр-патофизиолог, медицина ăслăхĕсен тухтăрĕ, профессор(1981). Чăваш ССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕ (1991), РФ аслă шкулĕн тава тивĕслĕ ĕçтешĕ (2007). Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕ (2016)[1]

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хусанти медицина институтĕнче аслă пĕлӳ илнĕ (1969), унтах аспирантурăра вĕреннĕ (1972). 1972 çултанпа патофизиологи кафедринче ассистент, доцент, 1985–2015 çулсенче кафедра ертӳçи (2013 çултанпа патофизиологи, патологи анатомипе клиника патологийĕ анатомипе суд медицини кафедри).

2015 çултанпа ЧПУ медицина факультечĕн нормаллĕ тата патологиллĕ физиологи кафедрин профессорĕ.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Аллергия к дерматофагоидным клещам. Шупашкар 1993.
  • Аллергия и её профилактика. Шупашкар, 1995.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]