Контент патне куҫ

Иванов Янис Андреевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Иванов хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Янис Иванов
Çуралнă чухнехи ят Иванов Янис Андреевич
Çуралнă вăхăт 1906, юпа, 9 (26.9)
Çуралнă вырăн Прейли, Двина уесĕ, Витебск кĕпĕрни, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт 1983, пуш, 27
Вилнĕ вырăн Рига, Латви ССР, ССРП
Патшалăх Латви Латви ССРП
Профессисем XX ĕмĕрти совет композиторĕ, кинокомпозиторĕ, дирижёрĕ, мусăк педагогĕ
Парнесем
Ленин орденĕ — 1976 Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав орденĕ
ССРП халăх артисчĕ— 1965 Сталин парни — 1950 Латви ССР патшалăх премийĕ — 1959 Латви ССР патшалăх премийĕ — 1970

Янис Андреевич Иванов — (çуралнă чухнехи — Иван Андреевич Иванов[1]; лат. Jānis Ivanovs, 9.10(26.9).1906, Прейли, Двина уесĕ, Витебск кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 27.3.1983, Рига, Латви ССР, ССРП) — латыш совет композиторĕ, дирижёрĕ, педагогĕ. ССРП халăх артисчĕ (1965). 2-мĕш степеньлĕ Сталин премин лауреачĕ (1950).

Янис Иванов родился 1906 çулхи юпан 9-мĕшĕнче Прейлире (урăх çăлкуçсенче — Прейли вулăсĕнчи Бабры ялĕнче) (халĕ Латвире) кивĕ йăлапа пурнакан вырăс килйышĕнче çуралнă.

Ачалăхĕ Латвире иртнĕ. Пĕрремĕш Тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Ивановсен килйышĕ Витебскре тата Смуленре пурăннă, унта вăл 1918—1920 çулсенче мусăк ăсталăхне (фортепиано, мусăк теорийĕ) алла илнĕ. 1920 çулта Латвие таврăннă.

1922 çулта Ригăна пурăнма куçнă, унта Ю. Маевский студинче 1922—1923 çулсенче вĕреннĕ. 1924—1931 çулсенче Латви консерваторинче (халĕ Латвин Язеп Витол ячĕллĕ мусăк академийĕ) пĕлӳ илнĕ. Композици теорийĕ, 1933 çулта — практикăри композици (Я. Витолса патĕнче) тата дирижёр ăсталăхĕн (Г. Л. Шнеевойгт патĕнче) класĕсенче диплома тивĕçнĕ.

1931 çултанпа — Латви радиовĕн симфони оркестрĕн дирижёрĕ, 1945—1961 çулсенче — мусăк калаçăвĕн ӳнер ертӳçи пулса ĕçленĕ.

1931—1940 çулсенче — Ригăри мусăк институтĕнче тата Э. Вигнерĕн Фонологи институтĕнче композици теорине пĕлӳ панă. 1944 çултанпа пурнăçа вĕçлеччинех Латви консерваторинче (1955 çултанпа — профессор) ĕçленĕ. Унăн патĕнче вĕреннĕскерсем — М. Эйнфелде, Р. Ермакс, Ю. Карлсонс.

1940 çулченхи тапхăрта патриотика сăввисене кĕвĕленĕ, сăмахран «Lāčplēša bērnu lūgšana» («Молитва детей Лачплесиса»), «Arāja ticība» («Вера пахаря»), «Lūgšana» («Молитва»). Çак хайлавсенчен чылайăшне совет влаçĕ саманинче шăрантарма тата библиотекăсенче илме чарнă пулнă.

Латыш мусăкĕн историне вăл монументаллă симфони композицисене çырнă, вĕсенче мĕнпур этемлĕхĕн проблематикине ĕнентерӳллĕ ӳнерлесе кăтартнă.

Унăн мусăкне шăрантараканĕсем йышĕнче — А. Гаук, В. Синайский, Л. Вигнерс, Э. Тонс, Т. Лифшиц, Ю. Жуков, виолончелисты Э. Тестелец, Э. Бертовский, М. Вилеруш, скрипачи В. Зариньш, Ю. Шволковскис, пианисты М. Фёдорова, И. Граубиня, К. Блюменталь, Н. Новик тата Р. Хараджанян, Т. Бикис тата урăх дирижёрсем.

Нумай çул хушши — Латви ССР Композиторсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1950—1951 — правлени председателĕ). Малашнехи çулсенче çаплах ССРП композиторĕсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ.

ССРП Аслă Канашĕн 3 тата 4 чĕнĕвĕсен (1950—1958) депутачĕ пулнă.

Янис Иванов 1983 çулхи пушăн 27-мĕшĕнче Ригăра вилнĕ. Лесное çăвинче пытарнă.

Хайланисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • оркестр валли:
    • 21 симфони (çав шутра I — Симфони-поэма, 1933, II — 1936, III — 1937, IV — «Атлантида», 1941, V — 1945, VI — «Латгаль», 1949, VII—VIII — 1956, IX — 1960, X—XI —1965, XII — Sinfonia energica, 1967, XIII — Symphonia humana, 1969, XIV — Sinfonia da caméra, 1971, XV — Symphonia ipsa, 1972, XVI — 1974, XVII — 1976, XVIII — 1978, XXI — 1983 (пĕтермен, Ю. Карлсонс вĕçленĕ))
    • «Латгаль кӳллисем» симфони сюити (1935)
    • «Мăнаçлă прелюди» (1940)
    • «Уяв увертюри» (1967)
    • «Тӳпе айĕнчи ту» (1938), «Асамат кĕперĕ» (1939) ӳкернисем
    • «Лачплесис» (1957), Poema luttuoso («Горестная поэма», 1968), Симфониетта (1977) поэмăсем
  • хĕлĕхлĕ оркестр валли — Poema luttuoso (1966))
  • оркестрпа пĕрле — фортепиано (1958), сĕрме купăс (1951), виолончель (1938—1945) валли
  • 3 хĕлĕхлĕ квартет валли (1933, 1946, 1961)
  • виолончель ансамблĕ валли — Анданте (1961)
  • виолончельпе фортепиано валли — Poema capriccioso (1964)
  • фортепиано валли — соната (1931), Вариации (1948), Вариаци-этюдсем (1959), Sonata brevis (1962), Andante replicato (1964), 24 эскиз (1968—1972), 5 прелюди, Поэма
  • для камерного хора и камерного оркестра — Поэма (1973), цикл «Вокализы»
  • для духового оркестра — Поэма «Разна» (1940)
  • хорсем, юрăсем, романссем
  • кино валли мусăк
  • хор, сасă тата фортепиано валли халăх юррисене кĕвĕлени.

Композитор фильмографийĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Я. Иванов ячĕллĕ Резекнери вăтам мусăк шкулĕ.
  • Паллă чул вырнаçнарнă, Прейли çумĕнчи Бабры ялĕ.

Литература

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]