Ивлев Дюис Данилович
Ивлев Дюис Данилович | |
Ивлев Дюис Данилович | |
Çуралнă вăхăт: | 1936, кăрлач, 17 |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Вилнĕ вырăн: | Шупашкар, Чăваш Республики |
Патшалăх: |
ССРП, Раҫҫей Федерацийĕ |
Ăслăх сфери: | теорилле механика, маякилтерĕш математика |
Альма-матер: | Мускав патшалăх университечĕ |
Паллă вĕренекенсем: | Фоминых Светлана Олеговна |
Ивлев Дюис Данилович (1930-2013) — Шупашкарта çуралса ÿснĕ, унтах çĕре кĕнĕ паллă математик, механик. Чи пвсăк çитĕнĕвĕсем маякилтерĕш математикăпа (тӳсĕмлĕх теорийĕпе) çыхăннă.
Кунçулĕ пирки кĕскен
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Д.Д. Ивлев 1930 ҫулта Шупашкар хулинче, Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче преподавательте ӗҫленӗ Д.О. Ивлев ҫемйинче ҫуралнӑ. 1948 ҫулта вӑтам шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне вӗренме кӗнӗ. 1959 ҫулта ҫирӗм тӑххӑрта физикӑпа математика наукисен докторӗ пулса тӑнӑ. Воронеж университетӗнче, Мускаври Бауман ячӗллӗ физикӑпа техника университетӗнче кафедра ертӳҫи пулнӑ, каярахпа Пӗтӗм Союзри политехника институтӗнче ӗҫленӗ. 1982 ҫулта Шупашкара куҫса килнӗ.
Д.Д. Ивлев «Известия РАН. Математика твердого тела», «Прикладная математика и механика» журналсен редколлегийӗнче тӑнӑ. Ӑна «Раҫҫей наукин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Вӑл ертсе пынипе 120 физикӑпа математика наукисен докторӗпе кандидачӗн диссертацийӗсене хӳтӗленӗ. Математика наукисӗр пуҫне вӑл публицистикӑра та палӑрнӑ, «Короли и академики» кӗнеке кӑларнӑ (1999).
Д.Д. Ивлев 2013 ҫулхи мартӑн 13-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ.
Пĕрлĕх тата халăх ĕçĕсене хутшăнни, публицистика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ф.И.Мадуров каласа панинчен[1]:
«Чăвашсен ăс-тĕн академийĕ» çутçанталăкпа экологи тĕн пĕрлешĕвне 1999 çулта йĕркелерĕмĕр. Пирĕн президент та пур – физика-математика наукисен докторĕ Дюис Ивлев профессор. Закон умĕнче эпир ислам, христиан тĕнĕпе пĕр тан. Çав тĕн вăл – çынпа çут çанталăка çыхăнтарса тăракан йĕрке.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Публикации » Кăкăр шаккаса çÿреместпĕр — "Тăван Ен" хаçатăн сайчĕ. 08 октябрь 2010 ç.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Валерий Алексин: Вӑрҫӑ умӗнхи Шупашкар.
- Д. Д. Ивлев на сайте vuz.exponenta.ru 2013 ҫулхи Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Шупашкарта çуралнисем
- Шупашкарта вилнисем
- Чăвашран тухнă математиксем
- CCРП педагогĕсем
- Физика-математика ăслăхĕсен тухтăрĕсем
- Чăваш патшалăх университечĕн вĕрентӳçисем
- Чăваш патшалăх педагогика университечĕн вĕрентӳçисем
- Тĕнчери инженери академин пайташĕсем
- Пайăр çынсем:Танкăрлăх