Иерихон

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Иерихон (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Иерихон
Skyline of Иерихон
Веб-сайчĕ https://www.jericho-city.org/

Иерихо́н (ивр. יְרִיחוֹ‎, Иерихо́; грек Ίεριχώ; арап. أريحا‎‎, Ариха) — Иордан юханшывĕн хĕвеланăç çыранĕнчи территоринчи Палестина автономин хули. Иерихон провинцин тĕп хули, 20 416 палестин (2006) пурăнать.[1] Иудей пушхирĕн çурçĕрĕнче, Иордан юханшывран хĕвеланăçалла 7 çм, Вилĕ тинĕсрен çурçĕр-хĕвеланăçалла 12 çм тата Иерусалимран çурçĕр-хĕвелтухăçалла 30 çм вырнаçнă.

Тĕнчери пĕрмай пурăннă хуласенчен пĕри, нумай хутчен Библире асăннă, ăна «пальмă хули» (ивр. Ир ха-Тмарим) (Втор.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#34:3|34:3]], [[|Тӳре.]][[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#3:13|3:13]], 2Пар.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#28:15|28:15]]) тесе çырни те пулать.

Паллă вырăнсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иерихон таврашĕнчи Каранталь тăвĕнчи православи грек мăнастăрĕ

Авалхи хулан ишелчĕкĕсем хальхи хула варринчен хĕвеланăç еннелле выртаççĕ. Çынсем кунта пирĕн эрăччен 8-мĕш пинçуллăхра тĕпленнĕ пулни паллă. Керамикăчченхи А неоличĕн тапхăрĕнчи 8 м çӳллĕшлĕ пысăк турула (пирĕн эрăччен 8400—7300), халколит тапхăрĕнчи виле пытарнисене, бронза ĕмĕрĕн хула хӳмине, Аслă Иродăн хĕллехи керменĕн (бассейнсемпе капăр залсем) ишĕлчĕкĕсене, çаплах мозаикăллă урай сарнă синагогăсене (V—VI ĕмĕрсем) тупнă. Тель-ас-Султан сăртăн тупанĕ умĕнче Елиçей пӳлĕхçĕн (Элиши) çăлкуçĕ пур, Библире çырнипе, çак çăлкуçри ĕçме юрăхсăр шыв «таса халиччен те» пулса тăнă (4Цар.[[:s:ru:Шаблон:Пайпăл/S-Abbr#2:19|2:19-22]]). Хальхи хуларан 3 çм çурçĕрелле висанти хулин тата омей халифĕн Хишам ибн Абд аль-Маликăн шĕкĕр керменĕн ишĕлчĕкĕсем (VIII—IX ĕмĕр) выртаççĕ. Иерихонран хĕвеланăçалла Хĕрĕх кун тăвĕ (Каранталь тăвĕ), унта, чăнлавпа, Иисус Христос хĕрĕх кун хушши эсрел хĕртнинчен сыхланса типĕ тытнă. Ăсчахсем шутланипе, тавра сăртсенче археологи пуянлăхĕ чылай, ăна Икĕпатри Патшасен айлăмĕпе танлаштарма пулать.

Авалхи истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иерихона çĕнтерсе илни. Жан Фуке миниатюри

Хальхи истори[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1948 ç. Арап-израиль 1947—1949 çулсенчи вăрçинче Иерихона Трансиордани çĕнтерсе илнĕ, 1967 ç., Ултă кун вăрçи вăхăтĕнче, израиль çарĕсем йышăнаççĕ. 1993 ç. Осло килĕшĕвĕпе Иерихона Палестина автономине параççĕ.

Израиль çыннисен Иерихон кĕме юрамасть[2].

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Projected Mid -Year Population for Jericho Governorate by Locality 2004—2006 2012 ҫулхи Нарӑс уйӑхӗн 7-мӗшӗнче архивланӑ. Palestinian Central Bureau of Statistics (PCBS).
  2. ^ Иерихон впустил в себя евреев 2010 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче архивланӑ.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Шаблон:Тӳресен тапхăрĕ

Çак статьяна çырнă чухне Брокгаузпа Ефронăн Энциклопеди сăмахсарĕн (1890—1907) материалĕпе усă курнă.