Икĕ милиционер теореми

Икĕ милиционер теореми — математикăлла анализри теорема, вăл пĕр тан чикĕсемлĕ тепĕр икĕ функцисем хушшине «хĕстерсе» хунă функцин чикки пуррине тата вăл малтанхисенни пекех иккенне палăртать.
Ытти çĕршывсенчи терминологи[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Енчен те икĕ милиционер тытса чарнă çынна икĕ енчен алăран тытса пыраççĕ пулсан, лешĕн вĕсемпе пĕрлех пыма тивет.
Урăх çĕршывсенче çавнашкалах е кăштах урăхла сăнарсемпе усă кураççĕ.