Умлăн-хыçлăнлăх чикки
Умлăн-хыçлăнлăх чикки (туллинрех: Элементсен умлăн-хыçлăнлăхĕн чикки), математикăра: метрикăлла уçлăхри е топологилле уçлăхри элементсенчен çавна чикĕ теççĕ, хăшĕн палăртнă умлăн-хыçлăнлăхри ытти элементсене «туртас» палăрăм пур. Топологилле уçлăхри элементсен умлăн-хыçлăнлăхĕн чикки çав пăнчă пулса тăрать, хăшĕн кашни тавралăхĕ умлăн-хыçлăхăн пĕр-пĕр номертен пуçланакан мĕнпур элеменчĕсене хăй ăшĕнче "усрать". Метрикăлла уçлăхра тавралăхсем тăршшĕн функцийĕ урлă палăрăнаççĕ, çавăнпа та чикĕ ăнлавне тăршшĕсен чĕлхипе палăртаççĕ.
Хисепсен умлăн-хыçлăнлăхĕн чикки
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Истори енчен пăхсан, чăн малтан хисепсен умлăн-хыçлăнлăхĕн чикки ăнлав пулнă, ăна математикăлла анализра çывхартусен тытăмне никĕслеме усă курнă, çапла майпа дифференциаллă тата интеграллă шутлавсене майлаштарса йĕркеленĕ.
Паллă тăвасси:
(вуланать: умлăн-хыçлăнлăх чикки икс эн-мĕш; эн вĕçсĕрлĕхелле туртăнать, танлашать a-па[1][2])
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Хинчин А. Я. Краткий курс математического анализа. — М.: ГИТТЛ, 1953. — С. 38. — 624 с.
- ^ Шипачев В. С. Основы высшей математики / Под ред. акад. А. Н. Тихонова. — М.: Высшая школа, 1989. — С. 121. — 479 с. — ISBN 5-06-000048-6.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ку математикăпа вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |