Контент патне куҫ

Илпеш

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Урăх пĕлтерĕшĕсене Илпеш (пĕлтерĕшĕсем) статьяра пăхăр.

Илпеш (Василий Григрьев)XIX ĕмĕрти чăваш паттăрĕ. Чикме уесне кĕрекен Урпаш ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Вăл 1812 çулхи Тăван çĕршывăн вăрçине хутшăннă. Париж хулине çĕнтерсе илнĕ чухне патрлăхне кăтартнă, уншăн ăна кĕмĕл медальпе «За взятие Парижа» хиспеленĕ. 1814 çулта Илпеше тата «Таса Анна» хисеп паллипе тивĕçтернĕ, унтер-офицер шайне хăпартнă. Каярахпа Илпеш тăван ялне таврăннă. Вăл патша ертĕвĕ çак хаяр вăрçăра хăйне шеллемесĕр кĕрешнĕ халăхшăн тăрăшма тытăнĕ тесе ĕмĕтленн ĕ, анчах та çак çутă ĕмĕт кăлăхах пулнă. Патша халăх пурнăçне çăмăллатас пирки пĕртте шутламан. Уйрăмах çĕршыври вырăс мар халăхĕсен пурнăçĕ начарланса пынă.

Шурча вăрçи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вара 1842 çулта чăвашсемпе çармăссем чăтайман, патшана хирĕç вăрçа çĕкленнĕ. Историре вăл Шурча вăрçи ятпа юлнă. Кĕрешӳçĕсене ертсе пыраканĕ 1812 çулхи вăрçă паттăрĕ Илпеш пулнă. Пăлхава тухнă хресченсем патша çарĕсемпе темиçе хутчен те çапăçу пуçланă. Чи хаяр çапăçу вара Шурча ялĕ патĕнче пулса иртн ĕ. Кунта 5 пине яхăн сенĕксемпе, пуртăсемпе, чукмарсемпе сăнасемпе кăраланнă чăваш-çармăс çарĕ пуçтарăннă. Вĕсене чăн-чăн паттăрсем Палаттай (Степан Сидоров), Ильпарс (Степан Ильин), Саватька (Александр Григорьев), Михапар (Федот Федоров) ертсе пынă. Пĕрремĕш çапăçу çу уйăхĕн 19 мĕшĕнче пулса иртнĕ. Çак хушăра кĕрешӳçĕсене пулăшма таврари ялсенчи хресченсем пуçтарăннă, пăлхав çар шучĕ 10 пине те çитнĕ. Хаяр та юнлă çапăçура сакăр çын вилнĕ, виççĕр çынна яхăн амантнă Патша çарĕн те çухатусем пулнă, вĕсенне çĕр çынна яхăн амантнă.

Çавăн пекех пăхăр

[тӳрлет | кодне тӳрлет]