Йăла-йĕрке калпакĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Туйри хĕр çумĕсен калпакĕ. Чĕмпĕр кĕпĕрни, Чӳреккел ялĕ, XIX ĕмĕр вĕçĕ, хапрăк çытси, килти пусма, çам çипсем, касса çĕлени, тĕрĕ. Курав: «Николай Катанов: путь на Восток», Тутарстан Республикин Наци музейĕ

Йăла-йĕрке калпакĕ[1], çавăн пекех Хĕр калпакĕ[2][3], Хĕр-хĕрарăм калпакĕ[3], Хĕрарăм калпакĕ[3] — чăваш хĕрĕсем туй вăхăтĕнче тăхăнакан калпак. Кун пирки сăмахсарсенче мĕн каланине пăхса тухар.

1982-мĕш çулхи сăмахсартан[2]:

хĕр калпакĕ — старинный свадебный головной убор девушек в виде длинного мешочка шерепеллĕ калпак — колпак с кисточкой

Ашмарин сăмахсарĕнчен[3]:

Калпак. Головной убор у женщин, из ситца и монет. МПП. † Калпакне тăхăнса, хĕр пулса, килейĕнчĕ (siс!) савнă тус пулса. Альш. † Ман пуçăмри шур калпак мамăклăрах пулинччĕ! Ст. Айб. † Шурă калпакран тумла юхать-ĕçке; пĕр сăмахран кăмăл юлат-çке. N. † Шурă пӳртĕр умне шăлса хурăр, мамăк калпаксемпе выляма. Ст. Чек. † Тусăм, эс калпакна, ай, çуса юл, ĕмĕр-ĕмĕр кирĕк, ай, лармасса! Пазух. Шур калпакăн ултă чӳк, улттăшĕ те ука чӳк. Ib. Ука кирлĕ калпак, ай, юсама; пурçăн кирлĕ çуха, ай, çавăрма. Собр. 108. Илсем, инке, калпакна, авалхи кĕмĕлне курăм-а! Ст. Шаймурз. † Шур калпак ярапи пурçăн мар. N. Калпак. При опрокидывании ведер и после, она бывает в шапке мужа, в знак того, что они с мужем будут жить в мире и согласии, как обычай давать при венчании «Теплоту». Мужнину шапку, ту самую, которую муж носил при свадьбе, она надевает тотчас после снятия пĕркенчĕк. СПВВ. N. Калпак — хĕрсем тухья çинчен тăхăнаççĕ. Ст. Чек. Калпак — носят только девушки на свадьбе (это не шапка). Пазух. Симĕс те пур калпак, шур пӳс те пур; выляс тесен, савнă, ай, тусăм пур. Юрк. † Хĕрсем, йĕкет маттур юрлапă чух, калпак чӳкне хыпса, йĕреççĕ. СТИЕ. Калпак — головной убор девушек. «Калпак» надевают только на свадьбах; он имеет вид длинного узкого мешка, спускающегося на спину и оканчивающегося кисточкой; на голову, под «калпак», вставаяется деревяшка.

Маррина Карягина тележурналист хатĕрленĕ видеосюжетри кадр хыçĕнчи сасă[1]:

Чăваш патшалăх культурăпа искусство институчĕн доценчĕ Зинаида Воронова хăй тăхăннă костюм çинчен сехечĕ-сехечĕпе кăсăклă каласа пама пултарать. Хĕр тухья çийĕн, хĕрарăм хушпу çийĕн тăхăннă йăла-йĕрке калпакĕ, пĕр анатри районта кăна сыхланса юлнăскер – хăнана мăнаçлăх кÿрсе ыттисенчен уйăрса илме май парать.

Çăлкуçсенчи хыпарсенче хирĕçÿлĕхсем пур пулин те, мĕн пирки сăмах пыни пирки паллă.

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]