К

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Кк, — кириллица тата латиница çинче никĕсленекен алфавитсенчи, чăваш алфавичĕн вун тăваттăмĕш саспалли. Унăн ячĕ «кă». Вырăс çырулăхĕнчен илнĕ. Кк саспаллине чи малтанхи хут чăваш çырулăхĕнче 1737-1738 çулсенче хатĕрленĕ палăксенче тĕл пулать (кась «каç», пысык «пысăк», выкар «вăкăр»). Çĕнĕ чăваш çырулăхне И. Я. Яковлев кĕртнĕ.

Кк саспалли чăваш сăмахĕн пур позицисенче те тĕл пулать: курак, пукан.