Контент патне куҫ

Кăк перĕм чĕлхи

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кăк перĕм чĕлхи паянхи перĕм чĕлхисен (коми тата удмурт чĕлхисен) несĕлĕ.

Тĕпчевçĕсем кăк перĕм чĕлхи IX тата X ĕмĕрте икӗ йыша катăлнă пулӗ тесе шухăшлаççĕ: авалхи коми чĕлхипе авалхи удмурт чĕлхине.[1]

Грамматика

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Чĕлхеçĕсем кăк перĕм чĕлхин грамматикине реконструкцилеççĕ. Кăк перĕм чĕлхинче 15 тӗрлӗ падеж пурччĕ.[2]

Пăлхар чĕлхипе перĕм чĕлхи хушшинчи çыхăну

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăк перĕм чĕлхи Атăлçи Пăлхар чĕлхинчен хăш-пӗр сăмах йышăннă. Тĕслĕхрен, авалхи чăваш *iŋär 'йĕнер' *iŋɛr форминче кăк перм чĕлхине килнӗ.[3] Кăк перĕм чĕлхин пăлхар чĕлхи çине витĕмĕ те пурччӗ.[4][5]

  1. ^ Csúcs, Sándor. 2005. Die Rekonstruktion der permischen Grundsprache. Budapest: Akadémiai Kiadó. Страница 16
  2. ^ Csúcs, Sándor. 2005. Die Rekonstruktion der permischen Grundsprache. Budapest: Akadémiai Kiadó. Страница 173-193.
  3. ^ Rédei, K.; Róna-Tas, A. 1983. “Early Bulgarian loanwords in the Permian languages”, Acta Orientalia Academiae Scientiarum Hungaricae, 37/1, 3-41. Страница 5.
  4. ^ Rédei, K.; Róna-Tas, A. 1982. “Proto-Permian and Votyak loan-words in Chuvash”, Studia Uralo-Altaica, 158-179.
  5. ^ Kreidl, Julian. 2021. “Volga Bulgarian-Permic linguistic contact: Mutual influences on morphology”, Proceedings of the Workshop on Turkic and Languages in Contact with Turkic, 6, 1-15.