Каверин Вениамин Александрович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Каверин Вениамин Александрович (чăн хушамачĕ Зильбер), — вырăс совет çыравçи. 1902 çулхи ака уйăхĕн 19 Псков хулинче çуралнă. 1989 çулхи çу уйăхĕн 2 Мускавра çĕре кĕнĕ.

Пурнăçĕ[тӳрлет]

1923 çулта Хĕвелтухăç чĕлхисен институтне, 1924 çулта Ленинград патшалăх университетăн историпе филологи факультетне пĕтернĕ.

1920 çулсен пуçламăшĕнче Серапионовсен ывăлĕсем литература ушкăнне кĕнĕ. 1929 çулта «Барон Брамбеус. Осип Сенковский историĕ» диссертацине хӳтĕленĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет]

Хăйĕн пĕрремĕш «18... çулхи Лейпциг хулин хроники» калавне 1922 çулта пичетлесе кăларнă.

Вăл çырнă ĕçсем:

  • «Кĕвеçекен, е Васильевски уравĕ çинчи Каçсем» (Скандалист, или Вечера на Васильевском острове, роман, 1928).
  • «Эмĕтсем пурнăçланаççĕ» (Исполнение желаний, роман, 1-2 кĕнекесем, 1934—1936).
  • «Икĕ капитан» (Два капитана, (роман , 1-2 кĕнекесем, 1938—1944; Сталин премиĕ, 1946)
  • «Уçă кĕнеке» (Открытая книга, роман, 1949—1956).
  • «Çичĕ таса мар мăшар» (Семь пар нечистых, повесть, 1962)
  • «Косой дождь» (повесть, 1962)
  • «Шăпан Тăххăр вуннăмĕшĕ» (Девять десятых судьбы)
  • «Çăмăл утăмсем» (Легкие шаги)
  • «Лайăх çынсем нумай, пĕри ăмсанать» (Много хороших людей и один завистник)
  • «Митяпа Маша çинчен, Хаваслă трубочистпа Ылтăн алăллă ăста çинчен» (О Мите и Маше, о Веселом трубочисте и Мастере золотые руки)
  • «Пятый странник»