Контент патне куҫ

Каврăç

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Каврăç

Каврӑç (лат. Fráxinus excélsior) - 20-30 м çӳллĕш ӳсекен йывăç. Вулли 1 м таран пулма пултарать. Хуппи сăрă, çуркаланчăк. Çамрăк йывăçсен - сăрă-симĕс яка. Çулçи - 7-15 пĕчĕк çулçăран. Çулçисем сарăличчен чечеке ларать. Çаççейĕн Европа пайĕнче - çу уйăхĕнче.

Капăрлатас, сыхлас тата мелиорацилес тĕллевпе лартаççĕ. Парксенче, аллеясенче хитре курăнать. Чи паллă сорчĕсем:

  • Fraxinus excelsior ‘Aurea’. Сарă-симĕс çулçăллă [кĕркуннечен тĕтĕмленет].
  • Fraxinus excelsior ‘Jaspidea’. ‘Aurea’ сорт евĕрлĕ.
  • Fraxinus excelsior ‘Pendula’. Йĕрекен каврӑҫ. Туратисем çĕре çитичененх çакăнса тăраççĕ.

Йывăçĕ çирĕп, илемлĕ, унпа ĕçлеме çăмăл.

Çамрăк хунавĕсене кильти выльăха çитерме юрать. Вăрманта пăшисемпе пăлансем юратса çиеççĕ.


Çулçи
Чечекĕсем
Çимĕçĕсем
Каврăç
  • Ботаника. Энциклопедия «Все растения мира»: Пер. с англ. (ред. Григорьев Д. и др.) — Könemann, 2006 (русское издание). — С. 381. — ISBN 3-8331-1621-8.
  • Иллюстрированный определитель растений Ленинградской области / Под ред. А. Л. Буданцева и Г. П. Яковлева. — М.: Товарищество научных изданий КМК, 2006. — С. 453—454. — ISBN 5-87317-260-9.
  • Куданова З.М. Определитель высших растений Чувашской АССР. Чебоксары, 1965 с.


Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр.
Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла.