Кайри ене Аслă Тан тапхăрĕнче çӳрени

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
«Да Тан Сиюй цзи» страници, XVIII ĕмĕрти кăларăмĕ

«Кайри ене Аслă Тан тапхăрĕнче çӳрени» (кит. йăла 大唐西域記, çăм. 大唐西域记, пиньинь: Dà Táng Xīyù Jì, палл.: Да Тан Сиюй цзи) — Сюаньцзан китай будда мăнахĕ 12 çул хушши Вăта тата Кăнтăр Азипе çӳресе çул çинче çырнисем.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

629 çулта Сюаньцзан Индие кайса килмелли пирки тĕлĕк курнă. Императортан ирĕк ыйтмасăрах вăл çула тухать, хальхи Синьцзян, Узбекистан, Таджикистан, Афганистан, Пакистан, Инди тата Шри-Ланка çĕрĕсене çитсе курать. 645 çулĕ телне Китая таврăнать, хăйĕнпе пĕрле Будда канонĕн 657 хайлавне, çаплах будда этепĕн тĕрлĕ тĕслĕ хатĕр-хĕтĕрне илсе килет. Ăна мăнаçлăн тĕп хулара Чанъаньре Тай-цзун император кĕтсе илет, çул çӳреме хăй ирĕк панĕ пек пулать. Император кӳршĕ çĕр-шывсемпе кăсăкланнине ăнланса Сюаньцзан çулталăк хушшипех хăйне пулăшакан Бяньцзи çынна çул çинче мĕнпур курни-илтнине çыртарать.

Тытăмĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Текст 120 пин иероглиф кĕрекен 12 цзюаньрен тытăнса тăрать. Унта Сюаньцзан çӳренĕ 110 çĕрĕн географийĕ, транспорт çулĕсем, климачĕ, вырăнти таварсем, халăхсем, чĕлхесем, истори, политика пурнăçĕ, экономика, тĕн, культура тата йăла йĕрки пирки çырнă.

Историлле пĕлтерĕшĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Сюаньцзан çул çинче çырнисем Вăта Азипе Инди историпе кирлĕ документсем пулаççĕ; сăмахран, Будда бамиан статуйисем пирки асăннă пĕрремĕш документ шутланать. Вĕсем пĕрре çеç мар археологи ĕçĕсенче пулăшнă — тĕслĕхрен, Раджгирте, Наландăра т. ыт. Çул çинче çырнисем тĕпĕпе XVI ĕмĕрте китай классика «Анăç еннелле çулçӳрев» романне хайланă.

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • «Кайри ене Аслă Тан тапхăрĕнче çӳрени»
  • Предисловие Л. К. Павловской к «Шихуа о том, как Трипитака Великой Тан добыл священные книги» — Мускав: тухăç литература издательствин тĕп редакцийĕ «Наука», 1987.