Карнеол
Курӑнакан калӑплав
| Карнеол | |
|---|---|
| Якатнă карнеол | |
| Формула | SiO2 |
| Сингони | Тригональлĕ |
| Тĕс | Шупка хĕрлĕ, хăмăр-хĕрлĕ |
| Йĕр тĕсĕ | Шурă |
| Ялтăру | Ăвăс |
| Янкăрлăх | Çинçе каснă çĕрте витĕр курăнать |
| Хытăлăх | 6,5 - 7 |
| Çыпăçтарулăх | Çук |
| Катăлни | тӳрĕ мар, сайра - хупă евĕр |
| Тачăлăх | 2,58 - 2,64 г/см³ |
| Çутă пăрăнни | 1,530 - 1,539 |
Карнео́л, (выр. сердоли́к) — минерал, халцедонăн шупка-хĕрлĕрех, сарă-хĕрлĕ тĕрлĕ тĕслĕхĕ.
Минерал хăйĕн ятне чул сăрринчен илнĕ: (лат. cornus — кизил çырли).
Характеристика
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çинçе касăлчăкĕнче витĕр курăнать.
Минералăн физика-хими пахалăхĕсем халцедонăн пекех.
Çутçанталăкри вырăнĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Ĕнчĕ (Гуджарат штачĕ), АПШ (Монтана штачĕ)[1], Карадаг массивĕ (Крым).
Ĕнчĕре чулăн чи хитре сорчĕсене ăсталаççĕ — хĕвел çуттинче нумай вăхăт иртсен хăмăртарах тĕсĕ хĕрлĕ-сăрă тĕсе куçать.

Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Карнеол Авалхи Икĕпатра Изида турăна халалланă чул шутланнă, пуян икĕпатсем çак чулран турă символне (виç çулçăллă клевер) ăсталанă тӳмесене тум-тир çине лартнă . Карнеол юн юхнине чаракан тата тарăхăва ирттерекен амулет пулнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ↑ Б. И. Серебродольский. Научно-технический прогресс и минералы. — Киев: Наукова думка, 1990.
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Шуман В. Мир камня. Драгоценные и поделочные камни. — М.: Мир, 1986. С.120.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]| Карнеол Викиампарта? |
- Карнеол
- Карнеол минералсен базинче(акăлч.)
Ювелир ӳнерĕ |
|
|---|---|
| Хатĕрлĕмсем | |
| Туса хатĕрлени | |
| Материалсем | |
| Терминсем | |
| Çыхăннă статьясем: Пирсинг · Геммологи · Металл майлаштарăвĕ · Бижутери · Аксессуар | |