Карп

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Карп.

Карпа çын тăрăшнипе сасантан хунаса кайнă пулă тесе шутлаççĕ. Ку пулла Авалхи Китайпа Римрах ĕрчетме тăрăшнă. Сăлтавĕ ансат: сасанпа танлаштарсан карп чылай хăвăрт çитĕнет. Пĕр килограмм таякан карп ӳстерме 2,5 килограмм апат кирлĕ. Ку - ытти пулăсемпе танлаштарсан чылай сахал.

Карп лăпкă, хĕвеллĕ те ăшă вырăнта пурăнма юратать. Хĕл каçма шыв тĕпĕнчи тарăн вырăна кĕрсе выртать. Кĕлетки хулăн йăлмакпа витĕнет. Ку вăхăтра питĕ ерипен сывлать, апатланмасть.

Карпа ытларах çулла тытаççĕ. Уйрăмах пĕлĕтлĕ е çумăрлăрах çанталăкра аван туртать. 20-25 градусран шăрăх е хăвăрт улшăнакан çанталăкра карпа нимĕн те кирлĕ мар. Ку пулла уйрăмах ирпе ирех тытма лайăх. Пĕр япалана кăна асра тымалла: карп тĕрлĕ шава аван илтет. Çыран хĕрринче калаçнине, утса çӳренине сиссенех вăл вырăнтан аякалла ишсе каять.