Сасан

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Сасан пулă – карп йышне кĕрекен пулă. Кĕлетки 1 метра çитет, йывăрăшĕ –16 килограма. Ытларах чухне 8 килограмран иртмест. Сасан пулă 30 çул таран пурăнма пултарать тесе шутлаççĕ.

Сасан

Ку пулă апат тиркемест – мĕн çаклатать, пĕтĕмпех çиет. Çавăн пиркиех питĕ хăвăрт ӳсет. 3-4 çултах 1 килограмран иртет.

Тĕсĕпе ку пулă хăмăртарах сарă тĕслĕ. Çурăм çунаттисем тĕттĕм, хырăм айĕнчисем вара – хĕрлĕрех. Çăварĕ самаях пысăк, тути хулăн.

Сасан вăлчине 3-5 çула çитсен сапать. Вăлчара пулă тĕввин хисепĕ 1,8 миллиона çитет. Ку пулла ăшă шыв кирлĕ. Хĕлле пăр тарăн шăнсан сасансем вилсе пĕтни те пулкалать.

Сасан тытма каяс пулсан кирек мĕнле тирев те илме пулать, анчах та ку пулă питĕ сисĕмлине асрах тытмалла. Калаçнине, сунасланине илтсен сасан апатпа илĕртнĕ вырăнтан пăрахса кайма та пултарать.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]