Карсун Кавăрли

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Карсун Кавăрли, — XIX ĕмĕрте пурăннă юрăç.

Пурнăçĕ, ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Пăрттапа пĕр вăхăталла, пĕр тăрăхрах, хальхи Патăрьел районне кĕрекен Аслă Арапуçĕнче çуралнă, тăлăхлă ӳснĕ. Унăн «Эпирех те вилсен мĕн юлать» ятлă юрри упранса юлнă. Ку юрăна П. Пазухин хатĕрленĕ «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» кĕнекере пичетленĕ. Пётр Пазухин çырнă тăрăх вăл тăлăх пулнă, хăварах авса тунă арпалăх пек пӳрчĕ анчах пулнă. Ватăсем каласа панă тăрăх упранса юлнă юрра вăл пысăк сасăллă пулнăскер салтака каяс умĕн юрласа çӳренĕ. Вĕçĕнчи сăмахĕсене юрланă чухне вара аллине хăйĕн пӳрче енне тăсса «Çав юлать!» — тетчĕ, тет.

Вуламаллисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Юхма Мишши, "Авалхи чăвашсем", 1996, Шупашкар.
  • П. Пазухин, «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним».