Контент патне куҫ

Пăртта

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку терминăн урăх пĕлтерĕшсем пур, Пăртта (пĕлтерĕшсем) пăхăр.

ПăрттаXIX ĕмĕрте пурăннă чăваш юрăç. Вăл хальхи Патăрьел районне кĕрекен Чакă ялĕнче пурăннă. Хăçан çуралса ӳсни, çĕре кĕни паллă мар.

Пăртта питĕ паллă юрăçă пулнă. Анчах та унăн пĕр хитре юрри çеç упранса юлнă. Вăл Чĕмпĕрте пичетлесе кăларнă «Образцы мотивов чувашских народных песен и тексты к ним» икĕ кĕнекесенче тухнă (пĕри 1909 çулта, тепри — 1912 çулта тухнă). Юррине «Хамăр тăван, ай, ăçта-ши?» тесе ят пама пулать. Пăртта юрри иккĕмĕш кĕнекере. Малтанхи кĕвĕ тĕпчевçи Петр Пазухин çырнă тăрăх Пăртта юрăç 1912 çулта ватă çын пулнă.