Контент патне куҫ

Категорине сӳтсе явмалли:Геополитика коридорĕсем

Страницӑри контент ытти чӗлхесенче ҫук.
«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Геополитикăлла тесен тĕрĕсрех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 01:34, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Геопилитикăллă та мар, геополитика та мар. Геополитикăлла. Çакă каялла вырăсла куçарса пăхсан аван курăнать: Геополитика коридорĕ => Коридор геополитики. Анчах та апла мар вĕт. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 01:53, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
Çак месерле формăна паллă ячĕ çине кĕртмелле мар. Унăн функцийĕ çителĕклĕ (каялла-малалла, анаталла-тăвалла, стратегилле = стратегически, т. ыт. те). Вырăслипе танлаштарсан, как бы пулать (пĕр вăхăтра çапла пуплетчĕç: урамра та, телекуравпа та — халĕ çук çав йăла). Капла килĕшмест пулсан, геополитикăри коридорсем теме пулать. Унсăрăн çак пулăм тришкин кафтанĕ анчах, кивçен илнĕскер.

Çавăн пекех, эпир чăвашла чĕлхе теместпĕр, чăваш чĕлхи тейетпĕр.

Ç.Х. Сăмаха çапла вăрăмлатнине, çаплах ă вариантли пурри чухне, çынсем чухласа илеймеççĕ (ăна тăна кĕртме шкулта уроксем, вĕрентӳçсемпе семинарсем ирттермелле) чăваш чĕлхине пуçа-çăвара кĕртессине чăрмантарать кăна. Халĕ вара чăвашла ансаттăн пуплеме те пурĕ те пултараймаççĕ, вырăсла савăлсемпе çураççĕ тăван чĕлхене. Оригиналла эстетикăна кăмăллатакан профессура валли те каймасть пуль çак хӳрешке. Тарăхтарма çырман. Сире хисеплесе. Viktor (сӳтсе явни) 08:13, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

Омонимла аффиксем

[кодне тӳрлет]

Каялла, малалла, анаталла, тăвалла сăмахсенчи -лла/-лле тата гелполитикăлла, вĕтĕлле ташă, саккăрла ташă тенисенчи -лла/-лле ПĔР ЯПАЛА МАР. Вĕсем пачах урăх япаласем. Малтанхине Йожеф Буденц (вăл венгр) сулăну падежĕ тенĕ. Хайхи геополитика çумне çыпăçтарас пулсан — «геополитикăналла» пулать. Çав еннелле сулăннине пĕлтерет. Ку аффиксăн ВИÇÇĔМĔШ омонимла варианчĕ те пур. Анчах та вăл — глагол тăваканни ала > ала+ла > алла, сыхă > сыхă+ла > сыхла. Вĕсем пурте пачах тĕрлĕ япаласем, ниепле те пăтрашанмаççĕ. Паллă ячĕ е наречи тăвакан -ла/-ле, -лла/-лле аффикссене чăваш чĕлхинчен кăларса парахаймастăн. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:46, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

  • Мĕншĕн-ха пăтрашăнмаççĕ омонимЛА аффикссем? Мĕншĕн тесен вĕсем тĕрлĕ пуплев пайенчи сăмахсен тĕрлĕ формисем çумне сыпçăнаççĕ. Мĕн пирки сăмах пыни тÿрех паллă. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 17:50, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)
  • Баскетболла, футболла, волейболла, бадминтонла, тытмалла, пытанмалла, мерелле, лапталла, лашалла вылянисем те пур вĕт. Каялла-малалла тенисем патне те пымасть каллех. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 18:37, 29 Раштав уйăхĕн 2020 (UTC)

Тĕп сăмах

[кодне тӳрлет]

Кунта тĕп сăмах — коридор. Геополитика — тĕп сăмах мар, хушма сăмах çеç. --Ellodanis5 (сӳтсе явни) 15:11, 29 Ака уйăхĕн 2021 (UTC)