Качиньский Лех Александр
Лех Алекса́ндр Качи́ньский (пол. Lech Aleksander Kaczyński; çĕртме, 18 1949, Варшава, Польша Халăх Республики — ака, 10 2010, Смулен облаçĕ, Раççей) — Польша президенчĕ (2005-2010), Варшава мэрĕ (2002—2005), «Право тата тĕрĕслĕх» партин ертӳçĕсенчен пĕри.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Лех Варшавăра 1949 çулхи çĕртмен 18-мĕшĕнче Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи ветеранĕ, Край çарĕн офицерĕ тата инженер Раймунд тата Ядвига Качиньскисен çемьинче çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ 1944 çулхи Варшава пăлхавне хастар хутшăннă пулнă.
Вунвиççĕ тултарсан, 1962 çулта, Лех Ярослав йĕкĕрешĕпе пĕрле Польшăра халăх питĕ кăмăлланă «Иккĕн уйăха вăрланăскерсем» (пол. O dwóch takich, co ukradli księżyc) ача-пăча юмах фильмĕнче тĕп ролĕсене вылянă.
Варшава университечĕн юридици факультетĕнче вĕреннĕ, 1972 çулта магистр степенне тивĕçет. 1979 çулта Гдань университетĕнче тухтăр диссертацине хӳтĕлет, 1990 çултанпа вăл — çак университетăн профессорĕ.
Политикăра ĕç-пуç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1977 çулта Ӗçлекенсене хӳтĕлекен комитетра (пол. Biuro Interwencji Komitetu Obrony Robotników) вăй хурса политикăна кĕрсе каять, ку вара коммунистсен влаçне хирĕçле ĕç-пуç шутланнă.
Вилĕм
[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Çемье
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Арăмĕ — экономист Мария Качиньская (хĕр чухнехи хушамачĕ — Мацкевич, 1943—2010), упăшипе пĕрле авиакатастрофăра вилет.
- Хĕрĕ — Марта Дубинецкая (1980 çур.), Лех Качиньскин суйлав кампанинче ĕçленĕ хыççăн, уйрăлать те хăйĕн ашшĕн— Марек Дубинецкин — политикăри тупăшçин ывăлне качча тухать.
- мăнукĕ-хĕрача — Ева.
- Йĕкĕрешĕ — Ярослав, 2006—2007 çç. Польшăн премьер-министрĕ, авланман хусах.
Парнесем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Мальта орденĕн Pro Merito Melitensi орденĕ (14.05.2007)
- Абдулазиз оль Сауд орденĕн сăнчăрĕ (Сауд Аравийĕ, 25.06.2007)
- Таса Георгин Çĕнтерӳ орденĕ (Грузи, 2007)[1]
- Дон Энрике инфат орденĕ (Португали, 2.09.2008)
- 1-мĕш степеньлĕ Иккĕллĕ Шурă Хĕрес орденĕ (Словаки, 21.02.2009)
- Хастарлăх орденĕн пысăк хĕресĕпе сăнчăрĕ (Венгри, 18.03.2009)
- Аслă Витаутас орденĕн ылтăн сăнчăрĕ (Литва, 16.04.2009)
- «Гейдар Алиев» орденĕ (Азербайджан, 2009)[2][3]
- 1-мĕш класлă сăнчăрлă Шурă арăçлан орденĕ Чехи, 2010)
- Наци паттăрĕн орденĕ (Грузи, 10.04.2010, вилнĕ хыççăн)[4].
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ Михаил Саакашвили Лех Качиньскине Таса Георгий орденĕпе тивĕçтернĕ 2015 ҫулхи Авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче архивланӑ.
- ^ Польша президентне «Гейдар Алиев» орденĕпе хисепленĕ, Информационное Агентство "The First News" (2009- утă, 3).
- ^ Президент Польши награжден орденом «Гейдар Алиев», CASPIAN ENERGY (2009-07-03).
- ^ The Spokesperson for the President of Georgia Manana Manjgaladze made a statement on the death of Lech Kaczynski
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Качиньский Лех Александр Викиампарта? |
- Лех Качиньский Лентапедире
- Лех Качиньский на Польша.ру
- Венедиктов Алексей , Асадова Наргиз Братья Качинские. «Эхо Москвы» (05.10.2006). Тĕрĕсленĕ 10 Ака уйӑхӗн 2010.
- Викиампар каçă статьисем
- Йĕкĕрешсем, алфавит тăрăх
- 2010 çулхи акан 10-мĕшĕнче авиакатастрофăра вилнисем
- XXI ĕмĕрĕн политикĕсем
- Варшава пуçлăхĕсем
- Польша актёрĕсем
- Актёр-политиксем
- Гейдар Алиев орденĕн кавалерĕсем
- Польшăн юстици министрĕсем
- Варшава университетĕнче вĕренсе тухнăскерсем
- Авиакатастрофăсенче вилнĕ патшалăх пуçлăхĕсем
- Польша президенчĕсем