Контент патне куҫ

Кивĕ Ахпӳрт культура çурчĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Кивĕ Ахпӳрт культура çурчĕ, — Чăваш Енĕн Патăрьел районĕнчи Кивĕ Ахпӳрт ялĕнче вырнаçнă культура çурчĕ.

Культура çуртне 1970 çулхи утă уйăхĕнче уçнă. Унчен, ытти ялсенче пекех, вулавăш çурчĕ пулнă. Вулавăш çуртне Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи хыççан ял клубĕн ятне панă. Вăл пĕчĕк йывăç пӳртре вырнаçнă пулнă.

1970 çулта 200 вырăнлĕ кирпĕч çурт купаласа лартнă. Çĕнĕ çуртра тĕрлĕ мероприятисем иртерме май пулнăранпа кунта республика шайлисене те нумай иртернĕ. Тĕслехрен, 1970 çулта кунта комсомол ĕçченĕсен пĕтĕм союзри совещанине иртернĕ, 1981 çулта — Пĕтĕм союзри ял хуçалăхра мала тухнă ĕçченсен съездне. Кунтах Хресчен сасси хаçачĕн презентацине иртернĕ.

2003 çулта культура çуртне «Тĕслĕхлĕ культура вучахĕ» ятне панă. Пĕр çул маларах вара «Чаплă ĕçлекен ялти культура çурчĕ» ятне панă.

Нумай вăхăт культура çурчĕн директорĕ вырăнĕнче Хитрова В.В. ĕçленĕ. Çавăн пекех халĕ ертсе пыракан Сеприханова Лидия Михайловна та тăрăшса ĕçлет.