Килар Хаширов
Килар Хаширов[1] — Эльбрус тăррине чи пĕрремĕш парăнтаракансенчен пĕри. 1829 çулхи утăн 10-мĕшĕнче (22) Эммануэль генерал экспедицин командинче хăпарнă[2][3][4][5].
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пурнăçĕ пирки хыпар питĕ сахал. Экспедици пирки çырнă ĕçре Килар Хаширов Вольной Аул (халĕ Нальчик хулан микрорайонĕ) пурăнан вырăнта çуралнă. Хушамат/ят пирки тĕрлĕрен верси — Килар/Чилар, Хаширов/Хачиров.
Эльбруса парăнтарни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1829 çулта, Эммануэль сĕнĕвĕпе, Эльбрус патне ăслăх экспедицине пуçтарнă. Çул кăтартаканĕ Килар Хаширов пулнă[1][6][7].
1829 çулхи утăн 10-(22)-мĕшĕнче Эльбрус тăррине хăпаракансен чылайăшĕ, çанталăк япăхланнипе маршрутăн вĕçне çитеймен. Килар, малалла утса Эльбрусăн тухăç тăррине çитнĕ[1][8], çапла вăл пĕрремĕш хăпаракансен йышне кĕнĕ[9][10]. Паттăр ту тăрринчен симĕс ярăмĕсемлĕ базальт чулĕн хура катăкне (çавăн пĕр пайне Санкт-Петербурга ăсатнă, тепĕрне Эммануэль вара Бессене наци музейне усрава панă.
Килар пирки экспедицине хутшăннă Янош де Бесс çапла çырса хăварнă: Çак ахаль çын Мăн Кабардара çуралнăскер Нальчикре пурăнать. Унăн ячĕ Киллар, вăл çак кун Эльбрус тăррине хăпарса ăраскал тупнă пĕртен-пĕр çын. Ăна еткерсен асăнмалла[11].
Ту тăррине хăпаракан ыттисем 5300 метр çӳллĕшне кăна çитнĕ. Эльбрус тăррине хăпарнине мухтавласа виçĕ хутчен пăшалсенчен пенĕ. Килара генерал 400 кĕмĕл рубль преми панă.
Кĕçех çакăн хыççăн Эммануэль рекомендаципе Килар Хаширова Кавказ-Туçи лейб-гвардин çур-эскадронне илнĕ, вăл хĕсметре 9 çул ытла Варшавăра тăнă[çăлкуç?].
Луганскри савутра ту тăррине хăпарнине чысламашкăн чукунран асăнмалăх икĕ хăма шăратса кăларнă. Пĕрне Пятигорскра, тепĕрне Нальчикре вырнаçтарнă[12].
Асăнмалăх
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Эльбрус çумĕнчи палăк[13]
- Мăн Кавказ ту хысакĕн çурçĕрĕнче ту тăррине унăн ятне — Килар-Баши — панă, пулас[14]
- КБР пурăнан вырăнĕсенче урамсене ят панă: Нальчикре (Вольный Аул курорт поççолăкĕ)[15], çаплах Баксан тата Чегем хуласенче
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Хасан Мухтарович Думанов, Х. М. Думанов. Килар Хаширов: исследования и материалы. — РИА-КМВ, 2009-01-01. — 327 с. — ISBN 9785893142051.
- П. Г. Акритас. Кабардино-Балкария: путеводитель. — Кабардино-Балкарское книжное изд-во, 1964-01-01. — 286 с.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ^ 1, 2 тата 3 ЭЛЬБРУС // Раççей пысăк энциклопедийĕ. Том 35. Москва, 2017, стр. 361
- ^ О ЗАРОЖДЕНИИ АЛЬПИНИЗМА В СЕВЕРНОЙ ОСЕТИИ.
- ^ ИЗ ИСТОРИИ ВОЕННО-РАЗВЕДЫВАТЕЛЬНОГО ИЗУЧЕНИЯ СЕВЕРНОГО КАВКАЗА (ПО МАТЕРИАЛАМ ЭЛЬБРУССКОЙ ЭКСПЕДИЦИИ ГЕНЕРАЛА Г. А. ЕМАНУЕЛЯ 1829 Г. ).
- ^ П. Г. Акритас Кабардино-Балкария: путеводитель. — Кабардино-Балкарское книжное изд-во, 1964.
- ^ Ответ РАН на запрос о национальной принадлежности Килара Хаширова — первовосходителя на Эльбрус (акăлч.). yablor.ru. Тĕрĕсленĕ 8 Утӑ уйӑхӗн 2017.
- ^ С. Н. Бейтуганов Кабарда в фамилиях. — Нальчик: «Эльбрус», 1998. — ISBN 5-7680-1374-1
- ^ Circassian Site | | eLot.ru - Официальный ответ РАН на запрос о национальной принадлежности первовосходителя на Эльбрус (выр.). www.elot.ru. çăлкуçран архивланă 4 Юпа уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ Курсом изменяющейся Молдовы: материалы … Российско-молдавского симпозиума «Трансформационные процессы в Республике Молдова — постсоветский период». — Старый сад, 2009-01-01.
- ^ [https://books.google.co.uk/books? id=pAwyAQAAIAAJ&q=Килар+Хаширов+11+июля&dq=Килар+Хаширов+11+июля&hl=ru&sa=X&redir_esc=y На боевом посту]. — 2000-01-01.
- ^ П. Г. Акритас Кабардино-Балкария: путеводитель. — Кабардино-Балкарское книжное изд-во.
- ^ Jean — Charles de Besse. Voyage en Crimée, au Caucase, en Géorgie, en Arménie, en Asie-mineure et à Constantinople, en 1829 et 1830, pour servir à l’histoire de Hongrie . Chap. VI—XIII. Paris, Delaunay, 1838
- ^ Хронограф. Календарь истории России и Ханты-Мансийского автономного округа - Югры.. chron.eduhmao.ru. çăлкуçран архивланă 18 Ҫу уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ [www.rutraveller.ru/place/44421 Памятник первым покорителям Эльбруса] (выр.). www.rutraveller.ru. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ Топонимика слова Килар-Баши. budetinteresno.info. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2017.
- ^ Улица имени Килара Хаширова - улицы мкр. Вольный Аул - Их именами названы... - Каталог статей - Информационно-Профилактический Ресурс. infoprof.do.am. Тĕрĕсленĕ 9 Ҫу уйӑхӗн 2017.