Киремет пуçĕ
Курӑнакан калӑплав
Киремет пуçĕ (сыхчи, хуралçи, хуçи), — авалхи тĕне пăхăнса киремет вырăнне, кĕлĕ вырăнне пăхса пурăннă çын.
Ырă киремет — ырăсене асăнса кĕлĕ туса чӳклемелли вырăн.
Хаяр киремет — усалсене асăнса ылхан ямалли е ылханран тӳнтерле кĕлĕ туса, хура тĕслĕ выльăх-чĕрлĕхе, кайăк-кĕшĕке чӳклемелли вырăн.
Виçĕ-çичĕ çул хушшинче киреметре аслă кĕлĕ ирттернĕ. 12, 13 уйăхлă çулталăксене уйăрса палăртнă.
Кашни киреметĕн хăйĕн хуçи, сыхчи пулнă. Вăл киремет лаптăкне пăхса, тасатса пурăннă. Унăн çурчĕ, хурал пӳрчĕ киремет тулашĕнче кăнтăр-хĕвел анăç енче ларнă.
XVIII ĕмĕрсенче Христос тĕнне пăхăнакансем киремет çурт-йĕрĕсене, лаптăкĕнчи юпа кӳлеписене çунтара-çунтара янă. Киремете пăхакансене хăратнă, вĕсене ятран-сумран кăларнă.