Киремет
Курӑнакан калӑплав
Киремет (арап кирамäт — таса вырăн), — ватă çынсене асăнмалли вырăн.
Киреметре Турă ятне калама юраман пулнă. Чăвашсем çăвара вилнĕ çын тăпри çинче асăннă. Çавна май çăва таса мар вырăн пулнă. Ваттисен чунĕсем вара киремет вырăнĕнче пулнă тесе ĕненнĕ.
Киремет вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Киремет вырăнĕсем виçĕ тĕрлĕ:
- аслă киремет — йышла халăхпа пысăк кĕлĕсем тумалли вырăн;
- вăта киремет — ял-ял халăхĕпе пухăнмалли;
- кĕçĕн киремет — уйрăм ялăн е пысăк урамăн киремечĕ, е тӳр киллийĕ.
Ку вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. Çак асăрхаттарнине май пулсан тĕрĕсреххипе улăштармалла. |