Киремет (Турă)
Курӑнакан калӑплав
Киремет — Аслă Турă ывăлĕ.
Халапсем тăрăх, чăвашсен пурнăçĕ тата та лайăхрах пултăр тесе Аслă Турă вĕсем патне хăйĕн ывăлне, Киремете янă. Унăн телей валеçсе çуремелле пулнă. Шуйттана ку килĕшмен те, вăл çынсене хăй майлă çавăрса ăна вĕлерме хушать. Лешĕсем ăна вĕлереççĕ те Турри ан куртăр тесе виллине çунтарса яраççĕ. Çав кĕл ăçта ӳкнĕ — унта Киремет вырăнĕсем пулса тăнă.