Киселиха (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Киселиха — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Сава (выр. Сава) шывĕн сулахай юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв Никитиха ялтан пĕр çухрăм кăнтăралла вырнаçнă вăрмантан юхса тухать. Киселиха малтан хĕвеланăçнелле юхать, кайран кăнтăр-хĕвеланăçнелле пăрăнать. Сава шывĕпе Лушмарь ятлă пушă ялтан пĕр çухрăм хĕвелтухăçнелле пĕрлешет.
Киселиха юпписен шучĕ сахал, пысăккисем çук. Сава шывĕпе пĕрлешиччен çур çухрăм çӳлерех юханшыва пӳлсе хунă — пĕве тунă.
Юханшыв хĕрринче Меньково ятлă пушă ял вырнаçнă..