Клаус Мартин Шваб

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Шваб хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Клаус Мартин Шваб
Klaus Martin Schwab
Çуралнă вăхăт: 1938, пуш, 30
Çуралнă вырăн: Равенсбург
Ăслăх сфери: Швейцари экономики
Паллă вĕренекенсем: Adlet Amirov(Qazaqstan)
Чыславсемпе парнесем


Дэн Дэвид премийĕ (2004)

1 степеньлĕ Достык орденĕ Хĕвел тухакан 1 класри орденĕ

Клаус Мартин Шваб (ним. Klaus Martin Schwab) (30.3.1938, Равенсбург, Германи çур.) — нимĕç экономисчĕ[1]; Давосри Мĕнпур тĕнчери экономика форумĕн никĕслевçи тата пĕрмайхи президенчĕ (1971-па).

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Равенсбург хулара çуралса ӳснĕ. Ашшĕ хапрăк директорĕ. Гимназире вĕреннĕ.

Шкулта вăтам пĕлӳ илсен, Клаус Шваб Швейцарин Цюрихри аслă техника шкулĕнче машинăтăвассине вĕреннĕ.

Аслă шкулта вĕренĕве вĕçлесен, Шваб инженер дипломне тивĕçнĕ. 1965 çулта Клаус Шваб техника ăслăхĕсен тухтăрĕ (Dr. sc. techn.) пулса танă. Çаплах вăл Фрайбург университетĕнче промăçлăх экономики ăслăхне ăстăна хунă. 1967 çулта Клаус Шваб экономика тухтăрĕ (Dr. rer. pol.) степенне тивĕçнĕ. Шваб çаплах Гарвард универстетĕнче вĕренсе тухсан патшалăх тытăмлăхĕн магистрĕ степенне (Master of Public Administration) илнĕ.

1971 - 2002 çулсенче — Женева университечĕн профессорĕ.

1972 çултанпа Женева университетĕнче ĕçе администрацилессине вĕрентет. Гарвард университечĕн тата Массачусетс технологи институчĕн (АПШ) академи пурнăçĕнче хастаррăн ĕçлет. Джордж Сорос пекех, Карл Поппер шухăшĕсене пурнăçласа пырать.

1971 çулта Клаус Шваб Европăри менеджмент конференцине йĕркелет. Унта экономика аталанăвĕн çĕнĕрех концепцисене сӳтсе явса тĕнчене пĕлтереççĕ. 1979 çултанпа Шваб çулсерен «Global Competitiveness Report» кăларма тытăнать, унта пĕтĕм тĕнчери экономика, конкуренци тата усламçăлăх хăтланăвĕ пирки статьясене пичетлеççĕ. Шваб фонд никĕслет, вăл планета çинчи проблемăсене малти политиксем, экономистсем тата интеллектуалсем сӳтсе явмашкăн пĕрлешлĕ платформа пулса тăрать. 1987 çулта çак пĕрлешĕве Мĕнпур тĕнчери экономика форумĕ (World Economic Forum) теме тытăнаççĕ.

1998 çулта Клаус Шваб хăйĕн арăмĕпе пĕрле «Schwab Foundation for Social Entrepreneurship» фонда йĕркелет, 2004 çулта вăл вара «Глобализацин çамрăк лидерĕсен форумне» (The Forum of Young Global Leaders) туса хурать. 2011 çулта вăл Global Shapers Community пĕрпĕрлĕхе тăвать, унăн тĕллевĕ — тĕнчене лайăхлатмашкăн вырăнти ĕçсене тумалли проектсене хатĕрлесси. Пĕрпĕрлĕхе хутшăнакансем — 20 - 30 çул ӳсĕмĕнчи çамрăк ертӳçсем.

Клаус Шваб темĕн чухлĕ пулăшса тăракан канашсен тата тĕрлĕ предприятисен директорсен канашĕсен пайташĕ. Ăна нумай патшалăх чысланă, вăл чылай университетăн хисеплĕ профессорĕ шутланать.

Çемье[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Клаус Шваб 1971 çулта авланнă, икĕ ача ашшĕ. Женева çумĕнче тĕпленнĕ.

Хайланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Четвертая промышленная революция = Die Vierte Industrielle Revolution. — Эксмо, 2016. — 208 с. — ISBN: 978-5-699-90556-0
  • Технологии четвёртой промышленной революции = Shaping The Fourth Industrial Revolution. — Эксмо, 2018. — 320 с. — ISBN: 978-5-04-095565-7

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çăлкуçсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ «The defeat of Davos: Are the global 'elite' in retreat?», BBC News, 16.01.2017
  2. ^ Указ Президента РК от 10.12.2001 № 737. çăлкуçран архивланă 12 Авӑн уйӑхӗн 2017. Тĕрĕсленĕ 9 Чӳк уйӑхӗн 2015.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]