Клементьев Валерий Леонидович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Валерий Леонидович Клементьев (17.02.1965, Пупăлькасси ялĕ, Етĕрне районĕ, Чăваш АССР çур.) — Чăваш Наци Конгресĕн пĕрремĕш вице-президенчĕ, ЧНК ĕçтăвкомĕн председателĕ, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн директорĕ (2018 -2021 çç.)[1][2]

Чăваш эстрада юрăçи. Чăваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1965 çулхи нарăсăн 17-мĕшĕнче Чăваш АССР йышне кĕрекен Етĕрне районĕнчи Пупăлкасси ялĕнче çуралнă.

Шупашкарти мусăк училищинче мусăк пĕлĕвне алла илнĕ.

Сарăтури Л. Собинов ячĕллĕ патшалăх консерваторинче вĕренсе 1994 çулта аслă пĕлӳ дипломне тивĕçнĕ.

2018 -2021 çулсенче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн тĕп директорĕн тивĕçне пурнăçланă. 2021 çулта Чăваш наци конгресĕн президенчĕ пулма суйланă.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]