Козляна (юханшыв)
Курӑнакан калӑплав
Козляна — Чулхула облаçĕнчи юханшыв, Тăмта (выр. Темта) шывĕн сылтăм юппи.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Юханшыв Мăн Козляна ял çывăхĕнче вырнаçнă вăрмантан юхса тухать. Ытларах пайĕпе кăнтăралла юхать. Мăн Горево ялтан икĕ çухрăм çурçĕрелле Тăмта шывĕпе пĕрлешет.
Козляна юпписен шучĕ вуннă ытла, пысăккисем çук. Мăн Козлянăра юханшыв çинче пĕве тунă.
Ун хĕрринче çак ялсем вырнаçнă: Мăн Козляна, Кĕçĕн Козляна, Вăта Шурă (пушă ял), Инçет Шурă (пушă ял), Рябково (пушă ял).