Контент патне куҫ

Коклюшкин Виктор Михайлович

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Виктор Коклюшкин
Ӳкерчĕк:Коклюшкин Виктор Михайлович.jpg
Çуралнă чухнехи ят: 1945, чӳк, 27
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР, ССРП
Вилнĕ вăхăт: 2021, чӳк, 12
Вилнĕ вырăн: Мускав, РФ
Ĕçлев тĕсĕ: XX, XXI ĕмĕрсенчи раççей совет прозăçи, сатирикĕ, юморисчĕ, телеертӳçи, колумнисчĕ, сценарисчĕ, эстрада драматургĕ
Пултарулăх çулĕсем: 1969—2021
Тĕлĕ: сатира, юмор
Ĕçсен чĕлхи: вырăс

Ви́ктор Миха́йлович Коклю́шкин (27.11.1945, Мускав, РСФСР — 12.11.2021, Мускав, РФ) — раççей совет прозăçи, сатирикĕ, юморисчĕ, телеертӳçи, колумнисчĕ, сценарисчĕ, эстрада драматургĕ.

Виктор Коклюшкин 1945 çулхи чӳкĕн 27-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Мускаври полиграфие кăларакан техникумĕнче пĕлӳ илнĕ.

Нумай профессие улăштарнă. Темиçе çул историпе культура палăкĕсене реставрацилекен тата сыхлакан аслă инженер пулса ĕçленĕ.

Литература ĕçне 1969 çулта пикеннĕ, калавсене «Литературная газета» хаçатри «12 сĕтел клубĕнче» тата чылай хаçат-журналра пичетленĕ.

1972 çулта Мусконцертра ĕçлекен Евгений Кравинский конферансье, автор ирĕк панипе, «Была весна» тата «По диким степям» калавсене каласа пама тытăннă. 1980 çултанпа эстрада валли çырма пуçланă.

1981 çулта ГИТИС-ăн Аслă театр курсĕсенче вĕренсе тухнă.

Хăйĕн монологĕсене сцена çинче вуланă. Çаплах Евгений Петросян, Владимир Винокур, Ефим Шифрин, Клара Новикова, Елена Степаненко тата ытти актёрсене хăйĕн хайлавĕсене ĕçе панă.

Пĕр çулталăк хушши «Юмориста вызывали?» телеярăма кăларнă, унтах Ефим Шифрин хутшăннă.

2021 çулхи чӳкĕн 12-мĕшĕнче, 76 çула пуснăскер, чĕре чирĕпе пурнăçран уйрăлса кайнă[1]. Юлашки вăхăтра сатирика темиçе хутчен те сыватăша чĕре проблемипе хунă[2].

Пултарулăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

13 кĕнеке авторĕ.

Монологсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Алё, Люся»,
  • «Мы с Петькой»;
  • «Автоответчик»,
  • «Гербалайф»,
  • «Одноклассники»,
  • «Женская консультация»,
  • «Репетиция»,
  • «Полный вперёд»,
  • «Бюст»,
  • «Переводчик»,
  • «Конкурс красоты»
  • и многих других.

Пьесăсемпе программăсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • «Эх, Андрюша» 1986 г. (исп. В. Мельников, реж В. Коровин);
  • «Три вопроса» 1987 г. (режиссёр Э. Бутенко, муз. В. Дашкевича),
  • «Круглая луна» 1989 г.(реж. Э. Бутенко, муз. В. Дашкевича),
  • «Фотография на память» 1991 г., (реж. В. Григорян),
  • «Я хотел бы сказать…» 1994 г., (режиссёр В. Точилин).

Виктор Коклюшкинăн хайлавĕсене совет влаçĕ чухне куçарнă, 1972 çултанпа Польшăра, Хункăрире, Чехословакире, Германире, Пăлхарире пичетленĕ, çаплах ССРП халăхĕсен чĕлхисене куçарса кăларнă.

Библиографи

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • 1988 — «Хорошо, когда светит солнце» (М.: Искусство. — 50 тыс. экз.)
  • 1993 — «Юморист» (М.: Детская книга. — 100 тыс. экз.)
  • 1999 — «208 избранных страниц» (М.: Вагриус, тираж 30 000 экз. — (Золотая серия юмора))
  • 1999 — «Блеск» (М.: Аграф)
  • 2002 — «Смешная жизнь» (М.: Вече)
  • 2004 — «Бывали дни весёлые!» (М.: Империум пресс)
  • 2007 — «Моё пальто» (М.: Зебра-Е, АСТ)
  • 2007 — «Антология сатиры и юмора России XX века». Т. 52 (М.: Эксмо)
  • 2008 — «Слёзы птеродактиля» (М.: Зебра-Е, АСТ)
  • 2009 — «Алло, Люся, это я!» (М.: АСТ)
  • 2010 — «Убойная реприза» (М.: АСТ)
  • 2010 — «Стой, кто идёт?!» (М.: Эксмо)
  • 2014 — «Приехали!» (М.: Алгоритм)

Сценарисем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]