Коллен де Планси Жак Огюст Симон
Коллен де Планси Жак Огюст Симон | |
Коллен де Планси Жак Огюст Симон | |
Çуралнă чухнехи ят: | Коллен де Планси Жак Огюст Симон |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | кăрлач, 30 1794 |
Çуралнă вырăн: | Планси-л’Аббеи, Франци |
Вилнĕ вăхăт: | кăрлач, 13 1881 |
Гражданлăх: | |
Ĕçлев тĕсĕ: | çыравçă |
Жак Огюст Симон Коллен де Планси (фр. Jacques Auguste Simon Collin de Plancy, кăрлач, 30 1794, Планси-л’Аббеи - кăрлач, 13 1881) — франц çыравçи, оккультизм тата демонологи тăрăх çырнă хайлавсен тата виçĕ томлă «Реликвисен тата асамланă сăнарсен тишкерÿллĕ сăмахсарĕ» (фр. «Dictionnaire critique des reliques et des images miraculeuses») кĕнеке авторĕ.
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Коллен де Планси ирĕк шухăшлавлăскер, Вольтер сĕмĕнче пулнă. 1830-1837 çç. Брюссельте пурăннă. Францине таврăнсан хăйĕн аташăвĕсенчен хăтăлса хĕрÿллĕ католик пулса тăнă. Типограф пулнă, ĕлĕк-авалхи хроникăсемпе, халапсене, хăй çырнă хайлавĕсене çутта кăларнă.
Çыравĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чи паллă ĕçĕ — 1818ç. «Инферналлă сăмахсар» (Dictionnaire Infernal). Унăн 6-мĕш кăларăмне Луи Бретон ÿнерçĕ ÿкерчĕкĕсемпе капăрлатнă.
Вырăсла 1877 çулта Мускавра Орлов типографийĕнче çак ятпа тухнă: «Сочинение господина Де Плансо. Тайны ада и его обитатели, или Книга злых духов, волшебства, ворожбы, гадания, заклинаний и пророчеств: репертуар демонов, ведьм, колдунов, привидений: словарь всего таинственного, сатанинского и сверхъестественного: с картинами. и пр».
Де Плансин тепĕр паллă хайлавĕ Dictionnaire critique des reliques et des images miraculeuses («Реликвисен тата асамланă сăнарсен тишкерÿллĕ сăмахсарĕ»). Ку хайлавра алфавит йĕркипе сăваплисене вырнаçтарнă. Сăмахсарăн кашни статьинче мĕнле те пулин сăваплин тата унăн ÿт пайĕсем (2-3-4), тĕрлĕ сăваплă вырăнсенче упранни çинчен. «Иисус Христос» тата «Марье Хĕр» статьясенче тĕрлĕ мăнастирсенпе чиркÿсенче упранакан Христос тата Турамăш ячĕсемпе çыхăннă япаласем (Христосăн хĕрренчи ÿчĕ, юнĕ, çÿçĕсем, кăвапа татни; Марье Хĕрĕн сĕчĕ, çÿçĕсем, чĕрнисем тата ыт. те) кĕнĕ. Вырăсла куçарман.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Коллен де Планси Жак Огюст Симон Викиампарта? |
- Names of Demons from Collin de Plancy’s Dictionnaire Infernal 2011 ҫулхи Раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче архивланӑ.
- Коллен де Планси. Тайны ада и его обитатели. (1877) на русском языке