Кондратюк Юрий Васильевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Disambig gray.svg Кондратюк Юрий Васильевич хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Кондратюк, Юрий.jpg
Çуралнă вырăн: Полтава, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1942, нарăс, 25
Вилнĕ вырăн: паллă мар, Козельск районĕнче, халĕ Калуга облаçĕ, РСФСР
Патшалăх:

Раççей империйĕFlag of Russia.svg Раççей империйĕ
Совет РаççейĕFlag of the Russian Soviet Federative Socialist Republic (1918–1925).svg Совет Раççейĕ
СССРFlag of the Soviet Union.svg СССР

Ăслăх сфери: космонавтика
Ĕç вырăнĕ: 1897, çĕртме, 21
Альма-матер: Санкт-Петербургри патшалăх политехника университечĕ
Паллă: ăсчах, Уйăх çине вĕçмешкĕн оптималлă траекторине шутласа панăскер; Крымри хăватлă çил электростанци проекчĕн авторĕ

Ю́рий Васи́льевич Кондратю́к (чăн ячĕ — Алекса́ндр Игна́тьевич Шарге́й; 21.6.1897, Полтава, Полтава кĕперни, Раççей империйĕ — 25.2.1942, Кривцово, Орёл облаçĕ, РСФСР, СССР) — совет ăсчахĕ, космонавтикăна никĕслекенсенчен пĕри. XX ĕмĕр пуçламăшĕнче Уйăх çине вĕçмешкĕн траекторие («Кондратюк трасси») шутласа хунă.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Александр Игнатьевич Шаргей Полтавăра (Полтава кĕперни) (халĕ — Полтава облаçĕ, Украина) вырăсланнă швед хĕрĕ, Людмила Львовна Шаргей (Шлиппенбах) баронесса [1]) тата катлици тĕнне илнĕ Игнатий Бенедиктович Шаргей иудей çемьинче çуралнă. Унăн ватă маçăкĕ — Антон Андреевич Шлиппенбах, Тăван Çĕршывăн 1812 çулхи вăрçине хутшăннăскер, Вольмар Антон Шлиппенбах (1653—1721) швеци çарĕн генерал-майорĕн нĕселĕ[2].

Людмила Львовна качча кайиччен Киевре пурăннă, Киев-Подольск хĕрарăм гимназинче франс чĕлхине тата географие вĕрентнĕ, кунта пулас упăшкипе, ун чухне Киев университечĕн физика-математика факультечĕн çутçанталăка пĕлни уйрăмĕн студенчĕ пулнă; 1987 çулхи кăрлачăн 12-мĕшенче тĕне кĕнĕ те вĕсем мăшăрланнă. Игнатий Бенедиктович Шаргей (1873—1910) Бердичевре çуралнă. Унта унăн ашшĕпе амăшĕ, Бендыт Срулевич Шаргей тата Фридриха Айзиковна Розенфельд (тепре качча кайсан — Екатерина Кирилловна Даценко, 1917 вил.), Ковен кĕпернин Тельша уесĕнчи Кретинга вырăнĕнчен куçса килнĕ[3].

Александр Шаргей кукамăш (профессипе акушер) килĕнче (Сретени ур., № 4.) çуралнă, ачалăхне унтах ирттернĕ. Унăн иккĕмĕш упăшки тухтăр тата каярах Хысна палатин III-мĕш уйрăмĕн пуçлăхĕ пулса ĕçленĕ Аким Никитич Даценко. Шаргей ашшĕпе амăшĕ студенсем хирĕçлев юхăмне хутшăннă, амăшне жандармери аресленĕ те хырăмлă пулнине пăхмасăрах тискер асаплантарнă[4]; юлашинчен, унăн психика чирĕ хĕрсе кайнă та ăна чун пăлханнисен Малые Будищи ялĕнчи сиплевĕшне вырнаçтарнă, унта виличченех пурăннă.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Литература[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Комментарисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Герасютин, 2017, с. 61
  2. ^ Малиновский В. К. Бароны Шлиппенбах - офицеры императора Александра I // Сборник трудов потомков участников Отечественной войны 1812 года, вып. 2, М.: Янус-К, 2008, с. 56-86).
  3. ^ Александр Шаргей: Годы жизни
  4. ^ [1]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]