Челомей Владимир Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Владимир Николаевич Челомей
Chelomey.JPG
Çуралнă вăхăт: 1914, çĕртме, 30
Çуралнă вырăн: Седльце хула,
Люблин кĕперни,
Привислин Ен, Раççей империйĕ
Вилнĕ вăхăт: 1984, раштав, 8
Вилнĕ вырăн: Мускав хула,
, СССР
Ăслăх сфери: механика, тытăмлану процесĕсем
Ăсчах степенĕ: техника ăслăхĕсен тухтăрĕ (1951)
Ăсчах хисепĕ: профессор,
СССР ĂА академикĕ (1962)
Альма-матер: Киев авиаци институчĕ
Чыславсемпе парнесем


Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ — 1959 Социализм Ĕçĕн Паттăрĕ — 1963
Ленин орденĕ — 1945 Ленин орденĕ — 1959 Ленин орденĕ — 1964 Ленин орденĕ — 1974
Ленин орденĕ — 1984 Октябрь Революци орденĕ — 1971
Ленин парни — 1959 СССР патшалăх парни — 1967 СССР патшалăх парни — 1974 СССР патшалăх парни — 1982 Жуковский ылтăн медалĕ (1964)

Челомей Владимир Николаевич — механикăпа управлени енĕсен совет вăхăтĕнчи ăсчах, «НПО Машиностроение» никĕслекенĕ, талантлă ертӳç, профессор.

Пурнăçĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1914 çулхи çĕртме уйăхĕн 30-мĕшĕнче Седлец (Польша) хулинче çуралнă.

Ачалăхпе çамрăклăхĕ Полтавăра иртнĕ. 1937 çулта Киев авиаци институтĕнчен чи лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă. 1939 çулта Владимир Николаевич ăслăх кандидачĕн дисертацине хӳтĕленĕ. 1940 çулта ăна СССР Ăслăх Академийĕ çумĕнчи докторантурăна илнĕ. Унтан вĕренсе тухсан ПуВРД (Пульсурующий Воздушно-Реактивный Двигатель) тăвас ыйтусемпе тăрмашать. ПуВРД — çунатлă ракетăсен тĕп никĕсĕ. Вăрçă вăхатĕнче Владимир Николаевич П.И. Баранов ячĕллĕ Авиаци моторĕсене тăвакан тĕп институтра вăй хунă. 1944 çулхи авăн уйăхĕнче 51-мĕш завод çумĕнче çĕршывра пĕрремĕш ертсе пымасăр вĕçекен аппаратсем шутласа кăларакан ОКБ никĕсленĕ. 1944 çултанпа Владимир Николаевич ертсе пынипе 10Х, 14, 16Х ПуВР двигательпе вĕçекен çунатлă ракетăсем шутласа тĕпчесе тунă.

1952 çулта профессор ятне тивĕçет. 1961 çулта Н.Е. Бауман ячĕллĕ МПТУ-ра тухтăр дисертацине хӳтĕлет.

1984 çулхи раштав уйăхĕн 8-мĕшĕнче Мускавра çĕре кĕнĕ.

Ӗçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Космос аппарачĕ МП-1 (1961, раштав, 27)
  • Баллистика ракети УР-100;
  • Баллистика ракети УР-200;
  • Баллистика ракети УР-500 (хăпартакан ракета "Протон");
  • Маневрлă космос аппарачĕ "Полет-1" (ИС системи) (1963, юпа, 1);
  • Тĕпчев космос аппарачĕ (УС системи) (1965, раштав, 28);
  • "Протон" тĕпчев космос аппарачĕсем (1965-1968: 4 станци);
  • "Алмаз" космос станцийĕ (каярахпа "Алмаз" никĕсĕсемпе "Салют", "Мир" космос станцийĕсем тунă).

Чысланисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • СССР ĂА Академикĕ (1962);
  • СССР Аслă Канашăн 9-11 чĕнĕвĕсен депутачĕ;
  • Иккĕ хутчен Социализм Ӗçĕн Паттăрĕ;
  • Ленин преми лауреачĕ (1959);
  • СССР Патшалăх преми лауреачĕ (1967, 1974, 1982);
  • Пилĕк Ленин орденĕ;
  • Октябрь Революци орденĕ.

Фильмсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Л. Млечин. Советский космос: Четыре короля (2012).
  • Звёздные войны Владимира Челомея. ВГТРК, 2014 г.

Асăнмалăх[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Объектсене панă хисепсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Палăксем тата мемориал хăмисем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Палăк, Академик Челомей лапамĕ, Реутов[1].
  • Палăк, Лефортово çыран хĕрри, Мускав.
  • Бюст, Байконур
Галерея

Çавăн пекех[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Hero of Socialist Labor medal.png  Челомей Владимир Николаевич «Патшалăх паттăрĕсем» сайтĕнче

Шаблон:Ракета-космос системисен вырăс конструкторĕсем