Контент патне куҫ

Конъектура

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку ăнлава конъюнктура тенипе патраштармалла мар[1]

Конъектура (лат. conjectura — тавçăру, чухлав) — алçырусенчи çухалнă, вараланнă е урăхла юрăхсăра тухнă вырăнсене палăртмалли меслет. Çухалнă текста ун таврашĕнчи пĕлтерĕшсене, грамматика уйрăмлăхĕсене тата ытти енсене кура палăртаççĕ. Конъектура меслечĕпе текста палăртнă чухне ăна кĕтеслĕ е тăваткал хăлăпкасемпе паллă тăваççĕ е асăрхавсенче ятарласа каласа хăварççĕ.

Конъектура тĕслĕхĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  • Иван Юркинăн "Т." саспаллипе пуçланакан статья пур. Алçырура асăннă вырăн çурăлса ÿкнĕ. Анчах та мĕн çинчен сăмах пынине кура тата çуралса ÿкнĕ вырăнăн пысăкăшне пăхса статьян чăн ятне тавçăрса илме пулать — "Т<олчокра>"[2].

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Немзер, Андрей. Конъектура и конъюнктура.
  2. ^ Революцичченхи чăваш литератури. Текстсем. I том. Шупашкар, 1984. — 444 С.