Контент патне куҫ

Юркин Иван Николаевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ку çынна Юркки Иван Дмитриевичпа ан пăтраштарăр
Иван Николаевич Юркин
Çуралнă вăхăт: 1863 пуш, 4
Çуралнă вырăн: Пӳркел ялĕ, Хусан кĕперни (халĕ Тутарстанăн Пăва районĕ)
Вилнĕ вăхăт: 1943 авăн, 11
Вилнĕ вырăн: Чĕмпĕр хули
Гражданлăх: CCCР
Ĕçлев тĕсĕ: чăваш çыравçи, сăвăçĕ тата фольклорисчĕ
Ĕçсен чĕлхи: чăваш

Юркка Иванĕ (Юркин Иван Николаевич, 1863 çулхи пуш уйăхĕн 4 (16)-мĕшĕ, Тутарстан, Пăва районĕ, Пӳркел сали — 1943 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕ, Чĕмпĕр хули) — чăваш прозăçи, сăвăçĕ тата фольклорисчĕ[1].

Юркин Иван Николаевич 1863 çулхи пуш уйăхĕн 4-мĕшĕнче хальхи Тутарстана кĕрекен Пăва районĕнчи Пӳркел салинче çуралнă.

Пуçламăш шкулĕнчен вĕренсе тухсан пĕр вăхăт Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕреннĕ. 1882 çултан пуçласа нумай çул хушши çыруçăра тата укçа-тенкĕпе шутлав ĕçĕнче тăнă. Пурнăçăн юлашки çулĕсенче литература ĕçĕпе пурăннă.

Çыравçă Чĕмпĕр хулинче 1943 çулхи авăн уйăхĕн 11-мĕшĕнче вилнĕ.

Пултарулăх ĕçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Хăйĕн "Асамат кĕперĕ" калавне 1886 çулта çырнă. "Шӳтсем", "Халапсем", "Ваттисен сăмахĕсем", "Юмахсем". 1889-1890 çулсенче "Этем пырĕ тутă та куçĕ выçă" тата "Мул" повеçсем çырнă, анчах ун чухне вĕсене пичетлесе кăларма май килмен.

1920-1930 çулсенче Иван Николаевич "Ульки", "Машина Иванĕ", "Кахал" повеçсем, "Кӳпен", "Пархатархăрсем" калавсем, "Тамăкри юрăсен историйĕ", "Авалхипе хальхи пурнăç" асаилӳсем çырнă.

1986 çулта И. Юркин ĕçĕсене пухса "Повеçсем, прозăлла сăвăсем, тĕрленчĕксем, асаилӳсем" ятлă кĕнеке кăларнă.

  • Романова, E. Юркка Иванĕн революцичченхи пултарулăхĕ / E. Романова // Календарь года = Çулталăк кĕнеки : 1998. – Шупашкар, 1997. – С. 99–102.
  • Яковлев, Ю. Хăйне те, чăваш халăхне те çÿл ту çинче курнă / Ю. Яковлев // Тăван Атăл. – 1998. – № 11–12. – С. 67–68.
  • Афанасьев, П. Юркин Иван Николаевич // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 535–536.
  • Юркин Иван Николаевич // Чуваши Татарстана = Тутарстан чăвашĕсем : [кн.–альбом]. – Чебоксары, 2006. – C. 529.
  • Яковлев, Ю. В. В чем тайна жизненного и творческого долголетия В. Г. Eгорова и И. Н. Юркина / Ю. В. Яковлев // Чăваш чĕлхи : аваллăхран малашлăха. – Шупашкар, 2000. – С. 57–59.
  • Яковлев, Ю. Особенности восприятия Иваном Яковлевым и Иваном Юркиным идей русского национализма / Ю. Яковлев // Диалог культур : проблемы художественного сознания. – Чебоксары, 2000. – С. 91–101.
  • Яковлев, Ю. В. Юркин Иван Николаевич / Ю. В. Яковлев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2011. – Т. 4 : Си-Я. – С. 696.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]