Копенгаген тĕплĕх биржи
Копенгаген тĕплĕх биржи (Copenhagen Stock Exchange) тĕрлĕ финансă инструменчĕсемпе сутă-илӳ-тăвать. Çак пасарта хаклă хутсемпе (акцисем, облигацисемпе), укçа инструменчĕсемпе (хысна вексĕлĕсем), фьючерсăсемпе тата процентсен ставки çине хунă опционсем тата биржă индексĕсĕемпе, çаплах ацисен индекс курсĕпе те сутă-илӳ тăваççĕ.
Копенгаген тĕплĕх биржи универсаллă шутланать, çавăнпа кунта фьючерссем тата опционсем сутаççĕ-илеççĕ. Вĕсен хушшинче - KFX индексĕн фьючерсĕсем тата фьючессем илмелли опционсем, акцисем илмелли опционсем. Копенгаген тĕплĕх биржи сутă-илӳ енĕпе Европăри ултăмĕш/çиччĕмĕш калăпăшлă облигаци пасарĕ шутне кĕрет. Çак пасарăн пахалăхне патшалăхăн тата ипотека облигацийĕсем хăпартса тăраççĕ.
2000 çӳл вĕçнелле Копенгаген тĕплĕх биржин листингĕнче 235 компани (çав шутра 10 ют çĕр) акцийĕсем пулнă.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1996ç. Копенгаген тĕплĕх биржине акционерлă пĕрлĕхе куçăраççĕ. Çăк ĕç вĕçĕпе биржăн 60% акцийĕсем биржа юлташĕсен аллине лекеççĕ тата 20% - биржăра сутăнса тăракан акцисемпе облигацисен эмитентсен аллисенче.