Копосова Ольга Игоревна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Ольга Копосова
Çуралнă чухнехи ят: Копосова Ольга Игоревна
Çуралнă вăхăт: 1970, пуш, 28
Çуралнă вырăн: Мускав, РСФСР, ССРП
Гражданлăх: ССРП РФ
Професси: XX, XXI ĕмĕрсенчи совет/раççей киноактриси
Карьера: 1989 — х.в.

Ольга Игоревна Копосова (28.3.1870, Мускав, РСФСР, ССРП çур.) — совет/раççей киноактриси.

Биографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ольга Копосова 1970 çулхи пушăн 28-мĕшĕнче Мускавра çуралнă. Ачаранах спортпа (баскетбол) хăтланнă, юрлама юратнă. Мускаври мусăк колледжĕнче вĕренсе тухнă.

Кинора 1988 çулта, «Неприкаянный» фильмра ӳкерĕнме тытăннă. Спорт шкулĕнче (унта Ольга баскетбол вылянă) вĕренсе тухнине уявланă каçра ăна «Мосфильма» эпизодри роле сăнарлама чĕннĕ. Темиçе эпизода хатĕрлесен, Ольгăна «Мосфильма» резервне тăма сĕннĕ. Хĕрача Б. Щукин ячĕллĕ Аслă театр училищине кĕме тăрăшнă, анчах та пултарулăх конкурсĕнче ăнăçу тупайман, ГИТИС-ри мусăк уйрăмне çул ӳсĕмне пула илмен.

Çакăн хыççăн 1989-1993 çулсенче Ольга Копосова Мускаври мусăк колледжĕнче вĕреннĕ, унта вăл актёр ăсталăхĕпе сцена çинче калаçас пĕлĕве туяннă. Çаплах Ольга кинофильмсенче эпизодри рольсене сăнарланă, практикăра актёрсенчен вĕреннĕ.

2007 çулта «Йĕр» сериалĕнчи Галина Рогозина ролĕ ăна паллăха кăларать.

Пайăр пурнăç[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Йĕкĕрешĕ — Анна.
  • Упăшки (1998 2008) — Владлен Горелик
    • Ывăлĕ — Глеб (1999 çур.).

Фильмографи[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1989 — Я в полном порядке — Турист çуртĕнчи хĕр
  • 1989 — Неприкаянный — дискотекăри хĕр
  • 1989 — Закон — наложница Берии
  • 1990 — Секс и перестройка (Франция) — такси çинчи хĕр
  • 1992 — Сумасшедшая любовь — медсестра
  • 1992 — Казино — Джейн
  • 1992 — Танцующие призраки — эпизод
  • 1993 — Чёртовы куклы — Обри
  • 1993 — Убийца — Ира-гримёр
  • 1993 — Месть шута — Маддалена
  • 1996 — Барханов и его телохранитель — Шеф хĕрĕ
  • 1998 — Сочинение ко Дню Победы — секретарша
  • 1998 — Игра в браслетах — карап хуçин арăмĕ
  • 1999 — Женщин обижать не рекомендуется — официатка
  • 2000 — Новый год в ноябре — секретарша
  • 2001 — Курортный роман — Марина, модель (серия «Школа выживания»)
  • 2001 — Next — Алёна, банкри секретарь
  • 2006 — В ритме танго — хăна
  • 2006 — 2011 — Счастливы вместе — Анжелика Максимовна, пулăшу группин тренерĕ
  • 2007 — х. в. — След — полковник Галина Николаевна Рогозина, РФ ШĔМ ФЭС ертӳçи
  • 2012 — Свидание — жена Молоха

Клипсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • 1994 — Дюна — Борька-бабник — «Королева» (автомастерскойне пынă хĕрарăм)

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]