Корей çурутравĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Map of korea.png

Корей çурутравĕАзин тухăç пайĕнчи çурутравĕ.

Географи[тӳрлет]

Унăн тухăçĕнче — Япун тинĕсĕ, кăнтăрĕнче — Корей пырĕпе Чеджу пырĕ, анăçĕнче — Сарă тинĕсĕ пулаççĕ. Лаптăкĕ 150 пин тв.çм², тăршшĕ 600 çм. Çĕр пичĕ чылайăшĕпе туллă-сăртлă. Чи çӳллĕ вырăнĕ Чирисан тăвĕ (1915 м). Япун тинĕсĕн çыранĕсем нумайăшĕ туллă та тӳрĕ, Корей пырĕн тата Сарă тинĕсĕн çыранçумĕ тӳремлĕ, унта пырсем, бухтăсем темĕн чухлĕ, юнашарах Корей архипелагĕ тата Чеджудо утрав пур.

Çутçанталăкĕ[тӳрлет]

Климачĕ кунта чăтмалла муссонлă, кăнтăрта — субтропиклă. Вăтам температурăсем: кăрлачра −20°С на çурçĕрте, +4°С кăнтăрта; утăра 24°С çурçĕрте, 26°С кăнтăрта. Нӳрĕксем пĕр çулта 1500 мм çити, пĕтĕмпех тенĕ пек çу кунĕсенче. Çурктравра туп-тулли шывтуллиллĕ юханшывсем, вĕсемпе ялхуçалăх ĕçĕсенче усă кураççĕ. Çурутрав 2/3 территоринче вăрмансем сеççĕ. Аялти ту вăрманĕсем сарлакаçулçăллă, вĕсенче нумайрах юмансем, каврăçсем, каштансем ешереççĕ. Çӳллерех йĕплĕ- сарлакаçулçăллă вăрмансем пуçланаççĕ, тата çӳлерех — йĕплĕçулçăллă йывăçсем çеç тĕл пулаççĕ. Çурутравăн кăнтăр енче çултăршшипе симĕс тĕслĕ вăрмансем, йывăç тĕмескисем чылайрах. Пур тӳрем çĕрĕсемпе хуçалăхра питĕ усă кураççĕ. Пысăках мар çаранçеçенхирсем упранса юлнă. Наци паркĕсене йĕркеленĕ. Корей çурутравĕнче икĕ Корей патшалăхĕ вырнаçнă Корей Республики тата КХДР.

Çавăн пекех пăхăр[тӳрлет]