Корей архипелагĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Корей архипелагĕ шутне 3,5 пине яхăн утравсемпе тинĕсри чуллă тип вырăнсем кĕреççĕ. Вĕсем Корей çурутравĕн кăнтăр тата кăнтăр-анăç çыранĕсем çумĕнче Сарă тинĕсре, Корей пырĕнче тата Чеджу пырĕнче вырнаçнă. Корей архипелагĕ Корей Республики территорийĕ пулать. Пысăкрах утравĕсем — Коджедо, Намхэдо, Чиндо. Утравсен çыранĕсене темĕн чухлĕ бухтăсем çĕмĕрсе пĕтеркеленĕ. Утравсен питçийĕсенче пĕрмай симĕслĕ субтропик вăрманлă-тĕмескеллĕ сăртсем тата лутра тусем. Çыран хĕрринчи шывсем промыçлă пулăсемпе, моллюскăсемпе питĕ пуян.