Корчакова Светлана Васильевна

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску

Корчакова Светлана Васильевна 1948 çулхи çурла уйăхĕн 20 – мĕшĕнче Елчĕк районĕнчи Кӳлпуç ялĕнче çуралса ӳснĕ.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Ялти пуçламăш тата Хăвăлçырмари сакăр çул вĕренмелли шкулсенче ăс пухнă. Канашри педагогика училищине вĕренсе пĕтернĕ. Шупашкарта воспитательте çур çул ĕçленĕ. Ленинградри патшалăх театр, музыка тата кинематографи институтĕнче 19681972 çç. вĕреннĕ. Вĕренсе пĕтерсен Чăваш ене килнĕ. Çамрăксен театрĕнче 19721977çç. ĕçленĕ. Кайарахпа Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче 2006 çулччен вăй хунă.

Паллă рольсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Фрау Марта («Икс» операци, С.Димин); Наçтаç («Кай, кай Ивана», Н.Айзман); Татьяна («Хурлăхлă чан сасси», Н.Сидоров); Устинья Наумовна («Хамă çынсем – йӳнеçтеретпĕр», А.Островский); Надя («Кăвакарчăнăм эс манăн», В.Гуркин); Людмила Яковлевна Баскакова («Амантнă чун», В.Розов); Галька («Чуна кивçен илеймĕн», В.Распутин); Манюк («Суйлакана – Суйпике», Н.Сидоров); Анфис аппа («Пурçăн кӳлĕ вăрттăнлăхĕ», М.Левтина) т. ыт. те.

Машăрĕ ЧР искусствăсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, режиссерĕ Корчаков Н.В. Çемьере икĕ ача. Халĕ тава тивĕçлĕ канура.