Котельников Глеб Евгеньевич

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Перейти к навигации Перейти к поиску
Disambig gray.svg Котельников хушаматлă урăх çынсем çинчен Википедире статьясем пур.
Г. Е. Котельников ăслайçă. Ранец парашютне тĕрĕслени 100 çул. Раççей почтă маркки, 2012 ç.
Ӳкерчĕк:Котельников, Глеб Евгеньевич.jpg
Котельников хăй ăслайланă парашютпа

Глеб Евге́ньевич Коте́льников (1872 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕ, Санкт-Петербург — 1944 çулхи чӳкĕн 22-мĕшĕ, Мускав) — ранец авиаци парашютне ăслайланăскер.

Кун-çулĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Глеб Евгеньевич Котельников 1872 çулхи кăрлачăн 30-мĕшĕ, Санкт-Петербургра механика тата аслă математика профессорĕн çемьинче çуралнă. Çуратакансем театра кăмăлланă, ывăлĕ те ӳнер еннелле туртăннă. Ачаранпах вал юрланă, сĕрме купăспа вылянă, çаплах тĕрлĕ тетесемпе модельсене ăсталама юратнă.

Кейӳри вăрçă училищнче вĕренсе тухнă (1894), та, виççĕ çул хĕсметре тăнă хыççăн канăва тухнă. Провинцире акциз чиновникĕ пулса тăрăшнă, драма кĕтесĕсене йĕркелеме пулăшнă, хăй те хăш чухне спектакльсенче вылянă, конструкцисемпе аппаланнă. 1910 çулта Глеб Петербурга таврăнса Петербург енĕнчи Халăх театрĕн труппине хутшăнать (суя ячĕ - Глебов-Котельников)[1].

Ывăлĕ — Анатолий Глебов (Котельников), совет драматургĕ.

Парашюта ăсталани[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1910 çулта Л. М. Мациевич вĕçевçĕ сарăмсăр вилнипе кулянса парашют ăсталама шутлать.

Унчен вĕçевçĕсем сывлăшра инкек сиксе тухсан самолёт çинчи хутлатнă вăрăм сунчăксемпе çăлăнма тăрăшнă. Вĕсен кострукцийĕ шанчăксăр шутланнă, тата вĕсем йывăр пулнă. Çавăнпа та вĕсемпе сайра усă курнă. 1911 çулхи раштав уйăхĕнче Котельников хăйĕн изобретенине — ирĕклĕ ĕçлевлĕ ранец парашютне Раççейре патент илесшĕн тăрмашнă, анчах та паллă мар сăлтавсене пула ăна патентпа тивĕçтермен.

Тепĕр хут вăл хăйĕн ăслайне Францире çирĕплетме хăтланать, вара 1912 çулхи пушăн 20-мĕшĕнче 438 612 № патента туянать[2].

РК-1 парашюта (русский, Котельниковăн, пĕрремĕш модель) ăсталас тесе вăл 10 уйăх хушши тăрăшнă, пĕрремĕш хăтланăвне Глеб Евгеньевич 1912 çулхи çĕртмен 19-мĕшĕнче, — Сализи ялĕ (халĕ — Котельниково) патĕнче кăтартнă.

Парашют çавра ĕлкĕллĕ пулнă, вĕçевçĕ çине çакса янă металл ранецре выртнă; конструкцие çын çине иккĕ çĕртре çирĕплетнĕ пулнă. Ранец тĕпĕнче, купол айĕнче пружинăсене лартнă, кăлармалли ункăна туртсан вĕсем купола ранецрен туртса кăларнă[3].

Адрессем: Санкт-Петербург — Петроград — Ленинград[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Санкт-Петербургри асăну хăми, 14-мĕш йĕр В. О.

1912—1941 — 14-мĕш йĕр, 31, кв. 20.

Ăслăх ĕçĕсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Котельников Г.Е. История одного изобретения: русский парашют. — М.-Л.: Детиздат., 1938.
  • Котельников Г.Е. История одного изобретения: русский парашют. — М.-Л.: Детиздат, 2-е изд., испр. и доп., 1939.

Асăрхавсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  1. ^ Глеб Котельников родился 30 января 1872 — Глеб Котельников умер 22 ноября 1944
  2. ^ FR 438612 "Appareil de sauvetage pour aviateurs avec parachute" (акăлч.). GetthePatent.com, owned by Cartesian Products, Inc. çăлкуçран архивланă 11 Нарăс уйăхĕн 2013. Тĕрĕсленĕ 7 Нарăс уйăхĕн 2013.
  3. ^ Каярах, 1916—1917 çулсенче, хытă ранец вырăнне çемçереххине тунă, унăн тĕпĕнче строп карассене лартнă. Çăлăну парашютăн çак конструкципе халĕ те усă кураççĕ.

Вуламалли[тӳрлет | кодне тӳрлет]

  • Глебов А., Залуцкий Г. Создатель авиационного парашюта. — М.: 1951.
  • Залуцкий Г. В. Изобретатель авиационного парашюта Г. Е. Котельников. — М.: 2-е изд., 1953.
  • Горленко Г. Тормозной посадочный парашют // "Вестник воздушного флота". — 1955. — № 11.
  • Черненко Г. Т. Второе призвание. — Ленинград: Лениздат, 1982. — 50000 экз.

Каçăсем[тӳрлет | кодне тӳрлет]