Кошеверова Надежда Николаевна
Надежда Кошеверова | ||||||
Çуралнă чухнехи ят: | Надежда Николаевна Кошеверова | |||||
---|---|---|---|---|---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1902 авăн, 23 | |||||
Çуралнă вырăн: | Санкт-Петербург, Раççей империйĕ | |||||
Вилнĕ вăхăт: | 1989, нарăс, 22 | |||||
Вилнĕ вырăн: | Мускав, РСФСР, ССРП | |||||
Професси: | кинорежиссёр | |||||
Чыславсемпе парнесем: |
|
Надежда Николаевна Кошеверова (23.9.1902, Санкт-Петербург — 22.2.1989, Мускав) — совет юмахçă-кинорежиссёрĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1902 çулхи авăнăн 23-мĕшĕнче Санкт-Петербургра çуралнă. Ашшĕ — Николай Кошеверов, 1-мĕш гильдири купса — вĕсен Сергий урамĕнче хăйсен çурт пулнă.
1923 çулта Петроградри «Вольная комедия» театрĕ çумĕнчи актёрсен шкулĕнче вĕренсе тухнă та 1928 çулчен Ленинградри театрсенче (çав шутра Н. П. Акимовăн Ленинградри сатира театрĕнче) актриса пулса ĕçленĕ.1925—1928 çулсенче Эксцентриклă актёр хапрăкĕн кинолаçĕнче вĕреннĕ.
1929 çултанпа «Ленфильмре» ĕçленĕ, унта вăл карьерăна режиссёр ассистенчĕ («Максим çамрăклăкĕ» (1934), «Максим таврăнни» (1937), «Выборг енĕ» (1938)) пулса тăрăшнă.
Пĕрремĕш (упранса юлайман) фильмне — «Пĕррехинче кĕркунне» 1937 çулта ӳнерленĕ, пĕрремĕш ăнăçу Ю. А. Музыкантпа пĕрле 1939 çулта «Аринка» лирикăллă камита çапса илнĕ хыççăн килнĕ.
Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен çамрăк режиссёр совет-финн хирĕçĕвĕ пирки «Галя» кинолентăна ӳкерсе илнĕ, анчах ăна кăтартма чарнă.
Юмах жанрĕнче ĕçлеме Надежда Кошеверова 1944 çулта пикеннĕ, кайран çак тĕлĕше пĕтĕм вăй-халне панă. Çак жанрти дебючĕ — М. Г. Шапира режиссёрпе пĕрле Чайковскин пĕр ятлă оперипе ӳнерленĕ «Черевички» опера-фильм.
1947 çулта питĕ пысăк ăнăçу — Е. Л. Шварц сценарипе ӳнерленĕ «Кĕлпике» фильм, ăна капăрлатма Н. П. Акимов хутшăннă. Артисчĕсене çав тери тăрăшса суйлса илнĕ, вĕсен ĕçĕсене куравçăсем питĕ кăмăлăн йышăннă. 1950-мĕш çулсенче («Шофёр ирĕксĕрех», «Асăрхан, асанне!») кинолентăсене хатĕрлесе кăларнă, ачасемшĕн вĕсем асамлă юмахсем пекех пулнă. Виçĕ юмах-фильмĕнче унăн юратнă актёрĕ — Олег Даль — вылянă.
Юлашки режиссурăри ĕçĕ — 1987 çулта ӳнерленĕ «Сказка про влюблённого маляра».
1989 çулхи нарăсăн 22-мĕшĕнче Мускавра вилнĕ. Санкт-Петербург çумĕнчи Комарово çăвинче пытарнă.
Фильмографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- 1939 — Аринка
- 1940 — Галя (вăтам метражлă)
- 1944 — Черевички (М. Г. Шапирăа пĕрле)
- 1947 — Золушка (М. Г. Шапирăпа пĕрле)
- 1953 — Весна в Москве (И. Е. Хейфицпе пĕрле)
- 1953 — Ĕмĕлкесем (Н. П. Акимовпа пĕрле)
- 1954 — Тигрсене алла илекен (А. В. Ивановскипе пĕрле)
- 1956 — Пыл уйăхĕ
- 1958 — Шофёр ирĕксĕрех
- 1960 — Асăрхан, асанне!
- 1963 — Каин XVIII (М. Г. Шапирăпа пĕрле)
- 1966 — Паян — çĕнĕ аттракцион
- 1968 — Ватă, ватă юмах
- 1971 — Ĕмĕлке
- 1974 — Патша ывăлĕ Проша
- 1977 — Как Иванушка-дурачок за чудом ходил
- 1979 — Шăпчăк
- 1982 — Ашак тирĕ
- 1984 — Бумбо килчĕ те…
- 1987 — Сказка про влюблённого маляра
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Боровков В. Надежда Кошеверова // 20 режиссёрских биографий. — М., 1978.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Кошеверова Надежда Николаевна(акăлч.) Internet Movie Database сайтĕнче
- Н. Н. Кошеверова в «Энциклопедии отечественного кино»
- Информация о Н. Н. Кошеверовой в энциклопедии «Кругосвет»
- Творческая биография Н. Н. Кошеверовой
- Острова. Надежда Кошеверова. Телеканал «Культура». Тĕрĕсленĕ 4 Утӑ уйӑхӗн 2015.
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Санкт-Петербургра çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- «Хисеп палли» орденĕн кавалерĕсем
- «Тăван Çĕршывăн 1941—1945 çç. Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе чысланисем
- РСФСР тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕсем
- Надежда Кошеверован фильмĕсем
- 1902 çулта çуралнисем
- Авăнăн 23-мĕшĕнче çуралнисем
- 1989 çулта вилнисем
- Нарăсăн 22-мĕшĕнче вилнисем
- Пайăр çынсем:Ленфильм
- ССРП кинематографсен пĕрлешĕвĕн пайташĕсем
- Комарово çăвинче пытарнисем
- Хĕрарăм-режиссёрсем