Красница (юханшыв)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал

Красница (чăвашла куçарсан Хитре, Сарă пулать) — Чулхула облаçĕн çĕрĕпе юхакан юханшыв, Вая шывĕн сулахай юппи.

Тавралăхĕ[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Юханшыв çăлкуçĕ Красильниково ятлă пушă ялтан виçĕ çухрăм кăнтăр-хĕвелтухăçнелле вырнаçнă. Красница ытларах пайĕпе çурçĕрелле юхать те Шиликша ятлă пушă ял çывăхĕнче Вая шывĕпе пĕрлешет.

Красница юпписен шучĕ нумай мар, пысăккисем çук.

Юханшыв вăрман тăрăх юхать, çавна май ун хĕрринче пĕр ял та вырнаçман.