Контент патне куҫ

Краснознаменск (Калининград облаçĕ)

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Краснознаменск
Хула гербĕ
Краснознаменск гербĕ
Патшалăх: Раççей
Регион: Калининград облаçĕ
Никĕсленĕ: 1576
Хула, çултан: 1946
Халăх йышĕ, пин çын: 3,405 (2008)
Хула лаптăкĕ: км2
Геогр. анлăхĕ: 54°57′
Геогр. вăрăмлăхĕ: 22°30′
Краснознаменск Калининград облаçĕн картти çинче

Краснознаменск, — Раççейри Калининград облаçĕн тухăçĕнчи хула. Краснознаменск районĕн тĕпĕ. Шешупе юханшыв (Неман юппи) хĕрринче вырнаçнă. Раççейпе Литва хушшин чиккине çывăх.

1946 çуллччен ял пулнă. Пиллкаллен (Pillkallen) ял тăрăхĕнче вырнаçнăччĕ.

Литва хули пулнă май Лаздинай ятлăччĕ (лит. Lazdynai). Ячĕ ladz (мăйăр) литва сăмахĕнчен пулса тăрать. Тухăç Пруссине кĕнĕ хыççăн 1734 çултан пуçласа нимĕçлетнĕ Лазденен (Lasdehnen) ят панă. 1938 çулта Германири Тухăç Прусси провинцийĕнче "ял-хуласене тĕрĕс нимĕç ятсене панă" май Лазденен яла Haselberg (мăйăр тăвĕ) ят панă. Иккĕмĕш Тĕнче вăрçи хыççăн Совет влаçĕ Краснознаменск (хĕрлĕ ялав) ят панă.

Ял тăрăхĕн тĕпĕ Пиллкалленпе танлаштарсан Хазельберг (Лазденен) пĕчĕкрех ял пулнипе 1944-1945 çулсенчи хаяр çапăçура вăл чĕрĕрех юлнă. Çавăнпа ăна çĕнĕ районĕн тĕпĕ тунă.

Тăванлă хуласем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]